29 мая 2010 г.
1953 çулччен колхоз нимĕнпе те палăрсах кайман. 1953 çулта 100 гектар çĕр пуçне 7,6 центнер аш-какай, 27 центнер сĕт çеç туса илнĕ. Çулталăкне кашни ĕне пуçне 1014 килограмм анчах сĕт антарнă. Фермăсенче выльăх йышĕ сахал пулнă. 1960 çулта «Дружба» хуçалăхпа пĕрлешнĕ. «Нива» колхозăн кăтартăвĕсем тата та пĕчĕкрех.
Уй-хир отраслĕн кăтартăвĕсем те начар пулнă. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсем кашни гектартан 1950 çулта 8,3 центнер, 1956—1960 çулсенче 9 центнер çеç туса илнĕ. Колхозра пĕр автомашина, темиçе сеялка, йывăç сÿресем пулнă.
1958 çулхи февралĕн 2-мĕшĕнче КПСС Центральнăй Комитечĕн «Колхоз стройне малалла аталантарасси тата машинăпа трактор станцийĕсене реорганизацилесси» çинчен постановлени тухнă. МТСри техникăна акакан çĕрсене шута илсе колхозсене уйăрса панă. Вăл вăхăтра «Дружба» колхозра 1300 гектар сухалакан çĕр пулнă. Ку хуçалăха гусеницăллă 4 трактор (НАТИ-2, Т-54 маркăллисем), «Сталинец» тата ДТ-3 комбайнсем (пурĕ 3) панă.
1958 çулта «Дружба» колхозăн хăйĕн электростанцийĕ пулнă. Фермăсенче, колхозниксен çурчĕсенче электричество çуннă. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче те механизаци ĕçĕсем пуçланнă.
1959 çулта «Дружба» тата «Красный Октябрь» колхозсем Кĕçĕн Çĕрпÿелĕнче кирпĕч завочĕ тума пуçланă, кĕçех çак ĕçе вĕçленĕ. Кайран ăна межколхозстрой аллине панă.
1956—1960 çулсенче колхозра 279 пуç мăйракаллă шултра выльăх, вăл шутран 117 пуç ĕне, 457 пуç сысна анчах пулнă. 1976—1980 çулта хуçалăх вара 698 пуç мăйракаллă шултра выльăх, вăл шутран 314 пуç ĕне, 2421 пуç сысна усранă. Çавна май 100 гектар çĕр пуçне сĕт, аш-какай туса илесси темиçе хут нумайланнă. 100 гектар çĕр пуçне 1950 çулта 2,6 центнер, 1956—60 çулсенче 29,5 центнер, 1966—70 çулсенче 69,3 центнер, 1976—80 çулсенче 123 центнер аш-какай туса илнĕ. Сĕт 1950 çулта 9,4, 1956—60 çулсенче 89 центнерпа, 1976—80 çулсенче 321 центнерпа танлашнă.
Вăл вăхăтра фермăра ĕç йывăр пулнă. Пурне те алă вĕççĕн пурнăçланă. Апат çителĕксĕррипе улăм çеç çитернĕ. Утă, сенаж, силос пирки сăмах та пулма пултарайман. Витесенче шыв шăнса ларнă. Дояркăсем 8—10 ĕнене алă вĕççĕн сунă. Хăйсемех выльăхсене апат панă, тислĕкне тăкнă, çăлран е пусран витрепе шыв йăтнă. Уйрăмах 50—60 çулсенче хĕн килнĕ. Механизаци пулманпа пĕрех. Выльăх-чĕрлĕх пăхакансем çĕрĕн-кунĕн ĕçленĕ. Ĕнесем пăруланă, сыснасем çăвăрланă чухне фермăрах çĕр ирттернĕ. Çавăнпа та вăл çулсенче кашни ĕнерен çулталăкне 500 килограмм анчах сĕт сунинчен тĕлĕнме те кирлĕ мар пулĕ.
С.Алиуллов ертсе пынипе «Дружба» колхоз майĕпен аталанма пуçланă, кăтартусем ÿснĕ. 1970—80 çулсенче ку хуçалăх районта малта пыракансен йышĕнче пулнă. Тыр-пул тухăçĕ ÿснĕ, сĕт, аш-какай туса илесси те пысăкланнă. Хуçалăх тĕрлĕ награда чылай илнĕ. Вĕсене пурне те асăнса та, çырса та пĕтереймĕн. 1966 çулта кашни ĕне пуçне 3000 килограмм сĕт сунăшăн М.С.Орловăна Ленин орденĕпе, хуçалăха ăнăçлă ертсе пынăшăн С.А.Алиуллова Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăланă.
1951 çултанпа хуçалăхра тĕрлĕ объект чылай тунă. Сенат Алиуллович председательте 1982 çулччен ĕçленĕ. Вăл хастарлăхшăн Ленин орденĕсене (1973, 1976 çулсенче), Октябрьти революци орденне (1971 çул), нумай медале, РСФСР, ЧАССР шайĕнчи Хисеп грамотисене, «ЧАССР тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ.
1982 çулта пуху председатель пулма Абзалдин Зинетович Феткуллина суйланă. Вăл вăхăтра «Дружба» хуçалăх тата вăйлăрах аталаннă. Уй-хир культурисем тухăç аван панă. Фермăсенче сăвăм ÿснĕ, выльăхсем лайăх ÿт хушса пынă. Колхозниксен пурнăçĕ те палăрмаллах лайăхланнă. Çакă колхоз аван ĕçленипе, пысăк тухăç илнипе çыхăннă. Ку тапхăрта строительство ĕçĕсем уйрăмах нумай тунă.