29 мая 2010 г.
«Нумай пурăнтăмăр. Ку çула çитесси шухăшра та пулман»,— калаçăва пуçларĕ Клавдия Федоровна. Вăл 89 çулта, упăшки — 92-ре. Вĕсене иккĕшне те пĕр пек шăпаллă теме пулать: çамрăклах тăлăх юлнă, ашшĕ-амăшĕсене астумаççĕ, иккĕшĕ те вăрçă ветеранĕсем. Ку çула çитиччен чипер сывлăхпа пурăнаççĕ. Данил Григорьевич вара, вуннăмĕш теçеткене пуснă пулсан та, кашни ир пилĕкĕ таранччен сивĕ шывпа çăвăнать. Хаçат вулама юратать, вĕсене çĕлесе пуçтарса пырать. Ирхине тăрсанах календарь патне утать. Клавдия Федоровна мăнукĕсене чăлха-нуски çыхса парса тăрать.
Клавдия Федоровна Патăрьел районĕнчи Чăваш Ишек ялĕнче çуралса ÿснĕ. 20 çула çитсен ăна, 1942 çулхи хĕлле, вăрçа кайма повестка панă.
«Канаш хулинче чăваш хĕрĕсене тĕрлĕ çĕре уйăрчĕç. Эпĕ блокадăри Ленинграда хÿтĕленĕ çĕре лекрĕм,— аса илет вăрçă ветеранĕ. — Хулана йĕри-тавра нимĕçсем хупăрланă. Пурнăç çулĕ — Ладога кÿлли. Фашист самолечĕсем вара пĕрре те çывăрмаççĕ, атака хыççăн атака. Пилĕк талăкран аран Ленинград хулине çитрĕмĕр. Хырăм выççине те чăтса ирттерме пулать, анчах çав тери çывăрас килетчĕ. Нева юханшывĕ çинчи хулара пĕр казармăна вырнаçтарчĕç пире. Кĕнĕ-кĕменех персе антăмăр та ирчченех вилнĕ пек çывăрнă вара. Вăранатпăр — хамăр йĕп-йĕпех. Пирĕн çине маччаран пас ирĕлсе тăкăннă иккен». Çакăн пек пуçланнă унăн салтак пурнăçĕ.
Хулана хĕр салтаксем тÿпене аэростатсем ярса хÿтĕленĕ. Аэростат — ăшне газ тултарнă пысăк шар. Ăна тÿпене вĕçтерсе яраççĕ. Нимĕç самолечĕсем ун çине пырса тăрăнсан сывлăшра сирпĕнеççĕ. «Шарсене газпа Ленинградрах заводра тултаратчĕç. Ăна вара эпир тăваттăн тăват кĕтесрен асăрханса йăтса килеттĕмĕрччĕ. Пĕррехинче çапла шар сирпĕнсе кайрĕ. Пĕр хĕрĕ вилмеллех аманчĕ, ыттисем пиçе кайрĕç,— ассăн сывласа каласа парать ветеран. Блокадăна хам куçпа курман пулсан унти хăрушă пурнăçа тем тесен те ĕненместĕмччĕ. Пуçтарса ĕлкĕреймен вилесем урамра выртни, аран-аран утакан çынсем вилесене пуçтарни, унта-кунта витрепе сулланса шыв ăсма анакансем халĕ те куç умĕнчех. Йĕри-тавра — ишĕлнĕ çуртсем. Хĕлле вара урамсем юрпа тулса ларнă. Ниçта та çутă çук. Хальхи Ленинград хулине хăрах куçпа та пулин курас килет»,— каласа парать Клавдия Федоровна.
Çамрăк çамрăках çав. Юн вылять. Йывăрлăх çинчен те, вилĕм çинчен те шутламастăн. «Каннă вăхăтра хамăр хушăра концерт йĕркелеттĕмĕр. Юрлаттăмăр, ташлаттăмăр. Таня ятлă чăваш хĕрĕ пурччĕ, эх вирлĕ ташлатчĕ»,— калаçăва малалла тăсать ветеран.
Ленинграда ирĕке кăларсан та, вăрçă пĕтсен те хĕрсемшĕн служба малалла тăсăлнă. 1945 çулти çурла уйăхĕнче тин вĕсемшĕн вăрçă вĕçленнĕ. Яла Клавди «Ленинграда хÿтĕленĕшĕн» медальпе таврăннă.
«Канашра музыкăпа, чечексемпе кĕтсе илчĕç пире. Киле çитсен вара вырăн çине выртса тăраниччен йĕтĕм, савăнăç куççулĕ пулчĕ ĕнтĕ вăл манăн. Колхозра мана бригадира лартнă. Кирене вăрман касма яратчĕç»,— аса илет вăл.
Тепĕр çултан Кĕçĕн Çĕрпÿел каччипе Данил Григорьевичпа пĕрлешсе çемье çавăрнă. Фермăра ĕçленĕ. «Хамăр, выльăхсем мĕнле чăтнă-ши? Чĕркуççи таран пылчăк çăраттăмăр. Ĕнесене, тÿнсе ан кайччăр тесе, вĕренпе çыхса хураттăмăр,— калаçăва тăсать ветеран,— выльăх апачĕ те пулман».
Данила салтака студент тенкелĕ çинченех илсе кайнă. Служба вĕçленмен, вăрçă пуçланнă. Ун чухне вĕсен зенитлă артиллери чаçĕ Бобруйск хулинче пулнă. Хаяр çапăçусем хыççăн малтанхи вăхăтра тăван çĕр хыçа юлса пынă, пирĕн çарсем чакнă. Вĕсем тĕрлĕ хуласенчи пысăк кĕперсене сывлăшран тăшман тапăнасран сыхланă.
1942 çул вĕçĕнче Сталин-град çывăхĕнчи тăшмана çапса аркатнă çĕре хутшăннă Данил Григорьевич виçĕ хут аманать. Днепр еннелле наступлени тунă чухне вăл йывăр суранланнă. «Вилнĕ тесех шуланă мана, сарайне кĕртсе хунă. Киле хыпарсăр çухалнă тесе хут ярса панă. Тăна кĕтĕм — шăнса кайнă. Хăраса ÿкрĕм: пур енче те вилесем выртаççĕ... Суран ыратнине пăхмасăрах алăк шыраса тупрăм та шаккама тытăнтăм. Мана уçса кăларчĕç, медсанчаçе илсе кайрĕç. Турă çырнă кунсем пулнах, фронтран чĕрĕ таврăнтăм»,— куççуль витĕр каласа парать Данил Григорьевич. «Хыпарсăр çухалнă» текен хут вара çемье архивĕнче упранать. Тивĕçлĕ награда, II степень Отечественнăй вăрçă орденĕ ăна 1947 çулта тин шыраса тупнă.
1946 çулта пединститутра малалла вĕренме пуçлать. «Вăрçă хыçăнхи çулсем. Аса илме те йывăр. Хырăм выçни ан сисĕнтĕр тесе çывăрма иртерех выртаттăмăр. Çапах вĕреннĕ. Çын пулас тенĕ пуль çав. Шупашкартан яла çуран çÿреттĕмĕр. Хушăран лав е машина тĕл лекетчĕ. Хăшĕ лартнă, хăшĕ чарман та. Хыçалтан чупса пырса кузов çине хăпарса ларни те, улăм ури ăшĕнче çĕр каçни те пулнă. Мăшăрăм, Клавди, вĕреннĕ çĕре çăкăртан сухари туса парса яратчĕ»,— тет Данил.
1948 çулта математика учителĕн дипломне алла илнĕ Данил Григорьевичăн педагог ĕçĕнчи стажĕ Хирти Мăнтăр ялĕнче пуçланать. Çулталăк çурă ĕçленĕ хыççăн тăван ялти шкултах ĕç вырăнĕ тупăнать. Мĕн пенсие кайичченех вăл Кĕçĕн Çĕрпÿел ялĕнче вăтам шкулта ачасене математика вĕрентет.
Тăрăшуллă мăшăр пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн çурт-йĕр çавăрнă. Вĕсен «упа ратни» питĕ туслă пулнă. Пĕр-пĕрне кар тăрса пулăшнă.
Хальхи вăхăтра ветерансем Кĕçĕн Çĕрпÿел ялĕнче пурăнаççĕ. Вĕсемпе пĕрле — Ваня ятлă вăталăх ывăлĕн çемйи те.
«Çапла, эпир фронтовиксен çемйи тесе мăнкăмăлланман, уйрăм çăмăллăхсем ыйтман. Çын хушшинче пулнă. Халăхпа пĕрле ĕçленĕ. Халĕ вара, чăнах та, патшалăх лайăх пăхать»,— калаçăва вĕçлерĕ Клавдия Федоровна.
Çак хисеплĕ мăшăр икĕ ывăлпа виçĕ хĕрне çитĕнтерсе çĕр-шывшăн, халăхшăн ĕçлесе пурăнма пиллесе тăван килтен ăсатнă. Икĕ хĕрĕ, Валентинăпа Вера, учитель ĕçне суйласа илнĕ. Валя «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ» ята тивĕçнĕ. Икĕ ывăлĕ тата пĕр хĕрĕ хăйсен кун-çулне ял хуçалăх ĕçĕпе çыхăнтарнă — вĕсем ветеринар-зоотехниксем. Мăнукĕсем, вĕсен ачисем те ветерансен ятне çÿлте тытаççĕ. Учитель ĕçне те малалла тăсаççĕ.