АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕслĕх илмелли çемье

29 мая 2010 г.

 

«Ĕмĕр ĕмĕрлесси уй урлă каçасси мар»,— теççĕ халăхра. Ăна йĕркеллĕ пурăнса ирттерме пуçра ăс, алра ĕç, чун-чĕрере çирĕп сывлăх та ырă кăмăл кирлĕ.

Кашни çыннăн юратнă ĕç тупмалла, вăй-хал хумалла, çемье ăшшине тытса пымалла. Çак сăмхасене чăнлăха кĕртсе Хырай Ĕнел ялĕнче пурăнакан, унта вăтам шкулта ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă Нина Яковлевнăпа Петр Степанович Зайцевсем пирки каласан пĕрре те йăнăш пулмĕ.

«Вĕрентекен пулатăп»,— тенĕ пĕчĕк чухне Асанкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ Нина. Вăл вăхăтра шкулсем 7 класлă анчах пулнă. Шкулта лайăх паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пынă хĕр ача. Çиччĕмĕш класс пĕтерни çинчен аттестат илсен ĕнерхи шкул ачи Канашри педагогика училищин студенчĕ пулса тăрать. Унтан вĕренсе тухнă хыççăн ăна тÿрех Хырай Ĕнел вăтам шкулне ĕçлеме яраççĕ.

Çакăнтан пуçласа пурнăçĕ пĕтĕмпех Хырай Ĕнел ялĕпе çыхăнать.

Пуçласа ĕçе тухнă самантсем уншăн нихăçан та асран тухмĕç.

— Пĕрремĕш хут шкула килсессĕн мана Рева Игнатьевна Руссакова çав тери ырă кăмăлпа кĕтсе илчĕ. Вăл ун чухне шкул директорĕччĕ. Яланах çак шкул лайăххисем хушшинче пулнине каласа пачĕ. Çавăнпа мана та тăрăшмалли çинчен асăрхаттарчĕ. Эпĕ, чăнах та, унăн сăмахĕсене ас туса юлса, ĕмĕр тăршшĕпех çавăн пек ĕçлерĕм тесе шутлатăп.

Ман уроксене час-часах итлеме пыратчĕ Рева Игнатьевна. Пĕррехинче мана: «Санăн малалла вĕренмелле. Пуçламăш классене кăна мар, аслисене те вĕрентмелле»,— терĕ.

— Эпĕ хам та ĕмĕтленнĕччĕ ĕнтĕ кун пирки. Пĕр çул ĕçленĕ хыççăнах куçăмсăр майпа вĕренме кĕме шутларăм. 1972 çулта Чăваш патшалăх педагогика институчĕн студентки пулса тăтăм. 1977 çулта «Вырăс чĕлхипе литература учителĕ» специальноçа алла илтĕм. Çак предмета аслă классенче вĕрентме пуçларăм,— каласа парать Нина Яковлевна.

«Пурнăçра хăй вырăнне тупнă» теççĕ ĕçе чунтан юратса, парăнса ĕçлекенсем пирки. Нина Яковлевна Зайцева — шăпах çавăн пек çынсенчен пĕри. Ĕçленине кура 1977 çулта ăна ачасене воспитани парас енĕпе ертсе пыраканĕ пулма шанаççĕ, 1980 çултан вара директорăн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен çумĕнче ĕçлет. 1983—1985 вĕренÿ çулĕсенче директор ти-вĕçĕсене пурнăçлаканĕ, 1985—1990 çулсенче — Хырай Ĕнел вăтам шкулĕн директорĕ, 1990—2004 çулсенче — директорăн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ.

— Шкул маншăн иккĕмĕш тăван кил пекех пулнă. Нумай чухне — пĕрремĕш те. Ачасемпе эп тăрăшса ĕçленĕ. Мана вĕренекенсем нихăçан та нушалантарман, итлетчĕç. Уйрăмах эпĕ арçын ачасемпе ĕçлеме юрататтăмччĕ, вĕсемпе килĕштернĕ. Уроксенче яланах дисциплина пулнă. Пирĕн шкултан вĕренсе тухнă ачасем чылайăшĕ пысăк çын пулчĕç. Хырай Ĕнел те маншăн тăван ял пулса тăчĕ»,— тет Н.Я.Зайцева.

Çитĕнекен ăрăва тарăн пĕлÿ, тивĕçлĕ воспитани парас ĕçре 41 çул тăрăшнă ветеран-педагог. Вăл — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ, халăха вĕрентес ĕç отличникĕ.

1967 çулта Нина Яковлевна Хырай Ĕнел каччипе Петр Степанович Зайцевпа пĕрлешнĕ. Вăл ун чухне, салтакран таврăннăскер, клубра ĕçлеме пуçланă. Рева Игнатьевна Руссакова хыççăн 1968 çултан пуçласа шкул директорĕ Н.Д.Краснов пулнă. Вăл каччăна шкула музыка урокĕсене вĕрентме чĕнет. Мĕн пĕчĕкрен юрра-кĕвве юратнă-скер, вăл çак ĕçе хаваспах килĕшет. Ĕçленĕ вăхăтрах Ленин-градра музыка енĕпе икĕ çул вĕренмелли курс пĕтерет. Илнĕ пĕлÿпех çырлахмасть. Хусанти педагогика институтĕнчи музыка пайне вĕренсе тухать, аслă пĕлÿ илет. 1967 çултан пуçласа шкулта ачасене юрă-кĕвĕ илемне туйма вĕрентет. Чăннипех те чунне парса ĕçленĕ çак ĕçре Петр Степанович. Вăл шкулта йĕркеленĕ ачасен хорĕ районти конкурссенче пĕрре мар малти вырăнсене йышăннă. «Эх, мĕнлерех концертсем кăтартатчĕç»,— аса илеççĕ Петр Степанович ертсе пынипе йĕркеленĕ концертсене курнă Кивĕ Сĕнтĕр, Çĕнĕ Сĕнтĕр, Хырай Ĕнел ял çыннисем.

Петр Степанович тивĕçлĕ канăва тухса ĕçлеме пăрахнă хыççăн шкул чылай чухăнланчĕ. Шел пулин те, çамрăксем хушшинче ун ĕçне малалла тăсакансем тупăнмарĕç-ха.

Петр Степановичпа Нина Яковлевна 3 ача пăхса çитĕнтернĕ, 2 ывăл та пĕр хĕр. Ачисем пурте çемьеллĕ, Мускавра пурăнаççĕ.

Çак мăшăрăн утса тухнă çу-лĕсем чăннипех те пархатарлă. Пурнăç сукмакĕнче тумхахĕ чылай пулнă. Пурпĕрех вĕсем хăйсене телейлисем тесе шутлаççĕ. Пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса 43 çул пĕрле пурăнаççĕ. Ылтăн туй патне çитме те инçе мар.

— Унччен вăхăт пур-ха. Пурăнма ĕмĕтленетпĕр,— тет Нина Яковлевна.

Çапла пултăрччĕ. Килĕштерсе пурăнакан мăшăр ытти çемьесемшĕн те ырă тĕслĕх.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика