29 мая 2010 г.
Иртнĕ шăмат кун, майăн 22-мĕшĕнче, Елчĕк районĕнчи Хăвăл Çырма, Тутарстан Республикин Кайпăç районĕнчи Чутей тата пирĕн районти Хырай Ĕнелĕнче вĕренекенсем, учительсем хĕрĕх улттăмĕш хут тĕл пулчĕç. Вăл кăçал Чутей ялĕнче пулса иртрĕ.
Мероприятие 5—11-мĕш классенчи ачасем хутшăнчĕç. Уяв ячĕпе саламласа вĕсен умĕнче педагогика ветеранĕсем те тухса калаçрĕç, ăнăçу сунчĕç.
Пуçтарăннисемшĕн чи асамлă самант вăл — туслăх кăвайтне чĕртни. Ачасем ун йĕри-тавра çаврăнса юрăсем юрларĕç, савăнчĕç, ташларĕç.