АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăнăçу сире, тăххăрмĕшсемпе вунпĕрмĕшсем!

29 мая 2010 г.

 

9—11-мĕш классенче вĕренекенсем 2001 çултан пуçласа математика предмечĕпе пĕрлехи патшалăх экзаменне тытма пуçланă.

Унтан çулсеренех ачасене тата ытти предметсемпе те тĕрĕсленĕ.

Акă майăн 28-мĕшĕнче районти 9-мĕш класри 365 вĕренекен парта хушшине ларса математика предмечĕпе экзамен тытрĕ. Пĕрремĕш экзамен пулнăран-и, тен, питех те хумхануллă самант вĕсемшĕн.

«Кăтартусем пĕлтĕрхинчен самаях лайăх пулмалла. Шанас килет, вĕренекенсем ППЭ ăнăçлă тытĕç. Пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илĕç»,— тет районти вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Н.А.Максимов. Учительсемшĕн, вĕрентÿ пайĕн ĕçченĕсемшĕн те хĕрÿ тапхăр пуçланчĕ. Урăхла май та çук. Сăмахран, 2009 çулта пирĕн районта математикăпа икĕ вĕренекен 100 балл пухма пултарнă. Кăçал та çавăн пек пысăк балсем илекенсен шучĕ ытларах пуласса шанас килет.

Çывăх кунсенче ытти предметсемпе пулакан пĕрлĕхлĕ экзаменсенче те шкул ачисене лайăх пĕлÿпе палăрма сунатпăр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика