АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕнекесемпе туслашма хавхалантарнă

26 мая 2010 г.

 

Хăшĕ-пĕри библиотекарь ĕçĕ çăмăл тесе шутлать пулĕ. Çук çав, вăл хăйне евĕрлĕ. Кунта ăс-тăн, тавракурăм аталанăвĕ, çынсемпе ĕçлеме пĕлни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Манăн сăмахăм районти тĕп библиотекăри Валентина Трифоновна Яковлева çинчен пырать. Çак системăра вăл 32 çул тăрăшать.

Валя мĕн пĕчĕкрен вулама юратнă. Кĕнекесемпе туслă пулни ăна библиотекарь профессийĕ енне туртăнма май панă. Пĕр вăхăт Патăрьел районĕнчи Чăваш Ишек ялĕнче библиотекарьте ĕçлет. Ял халăхĕ ун патне тĕрлĕ ыйтупа çÿрет. Шкул библиотекинче те вăй хурать вăл. Пионервожатăйра та тăрăшать. Куçăмсăр майпа культурăпа çут ĕç училищине вĕренме кĕрет. Ăна ăнăçлă пĕтерсен ялти библиотекăра ĕçлеме пуçлать. Халăхпа вулав конференцийĕсем, калаçусем, кĕнекесен тишкерĕвĕсем ирттерет, выставкăсем йĕркелет. 1979 çулта, çемье çавăрнă хыççăн, Комсомольски районне куçса килет. Çак вăхăтран унăн районти тĕп библиотекăри ĕçĕ-хĕлĕ пуçланать. Опытлă специалист библиотекăра тăтăшах тĕрлĕ мероприятисем йĕркелет.

— Вăл вăхăтра уйăхсеренех çĕнĕ кĕнекесем йышлă килетчĕç. Вĕсемпе вулав конференцийĕсем тата ытти мероприятисем ирттереттĕмĕр. Хамăр ентеш-çыравçăсем те килсех тăратчĕç,— аса илет Валентина Трифоновна.

Ача-пăча библиотекинче те ĕç-лет В.Яковлева. Çав вăхăтрах районти культура çурчĕ çумĕнчи фольклор ансамбльне те çÿреме вăхăт тупать. Халĕ вăл тивĕçлĕ канура. Культура ĕçченĕсен ветеранĕсен совечĕн председателĕ. Обществăлла ĕçсене те хастар хутшăнать.

Валентина Трифоновна Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Хисеп грамотисене те илме тивĕç пулнă.

Кил-çуртра та ахаль лармасть. Пахча-çимĕç çитĕнтерес енĕпе те тимлет. Унран çынсем ку енĕпе сĕнÿсем те илеççĕ.

Вăл мăшăрĕпе 2 хĕр пăхса çитĕнтернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă.

Сăваплă ĕç тунă, çынсене кĕнекесемпе туслашма хавхалантарнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика