АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçре те малта пыраççĕ, уявне те пирвай ирттерчĕç

26 мая 2010 г.

 

Çур акине ăнăçлă, вăхăтра ирттернĕ хыççăн, майăн 22-мĕшĕнче «Дружба» ял хуçалăх производство кооперативĕн ĕçченĕсем, хăнасем ĕçпе юрă тата спорт уявне — Акатуй-Сабантуя пухăнчĕç. Кăçал ăна вĕсем Аслă Отечественнăй вăрçăра Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитнине, хуçалăх туса хунăранпа 60 çул тултарнине халалларĕç.

Çанталăкĕ çав тери кăмăллă тăчĕ. Райпо сутуçисемпе харпăр предпринимательсем халăха апат-çимĕç, промышленноç таварĕсем сĕнчĕç. Пухăннисен тутлă шашлăк тутанса пăхма май пулчĕ. Çавăн пекех кунта уява пуçтарăннисене чăваш йăли-йĕркипе килти сăрапа сăйларĕç.

Халăх умне район пуçлăхĕ Г.Ф.Волков, Канаш хулин депутатсен Пухăвĕн депутачĕ М.Х.Хайбуллин, «Дружба» ЯХПК председателĕ Р.М.Мансуров, Элпуç ял поселенийĕн пуçлăхĕ Н.П.Носов, А.Г.Агафонов таврапĕлÿçĕ тата ыттисем тухрĕç. Вĕсем хуçалăх çур акине ăнăçлă вĕçленĕ ятпа пуçтарăннисене саламларĕç, ырлăх-сывлăх сунчĕç. Уяв ялавне хĕрÿ вăхăтра палăрнă механизатора Р.Ялакова хăпартма шанчĕç.

Каярахпа вара хуçалăх председателĕ ĕçре палăрнисене чысларĕ, укçан парнесем пачĕ. Ремис Мансурович ЯХПК-ан Хисеплĕ колхозникĕсен списокне çирĕплетни çинчен те пĕлтерчĕ. Паянхи кун унта 22 çын. Çак списокра пĕрремĕш номерпе — район пуçлăхĕ Г.Ф.Волков.

«Ман çуралнă тăван ялăм уява хăй халăхне пухать»,— пуçларĕ программăна Н.Розова. Ун хыççăн Элпуçĕнчи культура çурчĕ çумĕнчи художество пултарулăх ушкăнĕ тухрĕ. Мĕн тери пултаруллă та маттур вĕсем! Ял çыннисен канăвне кăмăллă йĕркелес, уява хаваслăх кĕртес тĕллевпе тĕплĕн хатĕрленни куç кĕретех. Вĕсем концерта хăйне евĕр хатĕрленнĕ: вăрçă теми, мирлĕ пурнăç, савăнăçлă ачалăх — пурте сцена çинче уççăнах курăнчĕ.

Мĕнле уяв вăл спорт меро-приятийĕсемсĕр; Ăмăртусем ытларах бригадăсем хушшинче иртрĕç. Волейболла выляса хуçалăхăн иккĕмĕш бригада ĕçченĕсем (Элпуç) чи маттуррисем пулчĕç. Вĕрен туртакансен тупăшăвĕ куракансене чылай пуçтарчĕ. Хĕрÿ кĕрешÿре виççĕмĕш бригадăра тăрăшакансене (Хирти Явăш) парăнтараканнисем пулмарĕç.

Кире пуканĕ йăтакансен ăмăртăвĕ те интереслĕ иртрĕ. Ăна чи нумай çĕклесе А.Трофимов (Хирти Явăш) пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Алă вăйне виçекенсенчен А.Фаряхова çĕнтерекенни пулмарĕ.

Ирĕклĕ майпа кĕрешсе вара пăхаттир ятне тата такана В.Бикбуллатов çĕнсе илчĕ.

Ял халăхĕ кăмăлтан савăнчĕ. Сăлтавĕ те пур — хуçалăх аталанать, унта вăй хуракансен ĕçлес туртăмĕ те ÿсет. Кунта, паллах, хуçалăх ертÿçин Р.Мансуровăн, специалистсен, ял ĕçченĕсен тÿпи пысăк.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика