26 мая 2010 г.
Районти ял хуçалăх предприятийĕсенче çурхи ака-суха ĕçĕсем вĕçленнĕ хыççăн Акатуй-Сабантуй уявĕсем ирттереççĕ. Праçник праçникпех, çапах та уй-хирсенче трактор-машина сасси чарăнмасть. Шăтса тухнă калчасемпе тăрăшмалла. Тухăç мĕнле пуласси агротехника ĕçĕсене вăхăтра пурнăçланинчен килет. Районти хуçалăхсем çум курăксене хирĕç кĕрешсе гербицидсем сапаççĕ. «Иккĕмĕш çăкăр» уйĕнче йăрансем çыраççĕ. Çак ĕçе 1000 гектар ытла лаптăк çинче пурнăçланă.
Хуçалăхсенчи ĕçченсем чун каниччен савăнса та ĕлкĕреççĕ, кирлĕ вăхăтра уя тухса та кая юлмасăр пурнăçламалли агротехника ĕçĕсене тăваççĕ. Унсăр мĕнле-ха; Çулталăкра кашни ĕçĕн хăйĕн вăхăчĕ. Кая юлсан каю шăтать. Çакна лайăх ăнланаççĕ районти ял хуçалăх предприятийĕсенчи специалистсемпе механизаторсем.