АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ШĂНКĂР! ШĂНКĂРТАТРĔ ЮЛАШКИ ШĂНКĂРАВ

26 мая 2010 г.

 

ÇĔНĔ МĂРАТ. Кăçал ку шкултан 23-ĕн вĕренсе тухаççĕ. Вăл класра Çĕнĕ Мăрат, Вутлан, Тукай, Тăманлă Выçли тата Анат Тимĕрчкасси ачисем туслă вĕреннĕ. Учительсен вĕсемшĕн пĕрре те пит хĕретме тивмĕ тесе шутлатăп, мĕншĕн тесен яшсемпе хĕрсем вĕренÿре те, спортра та, обществăлла ĕçсенче те палăрма ĕлкĕрнĕ. Çакна çирĕплетсе савăнăçлă линейкăра шкул директорĕ А.С.Борисов район, республика шайĕнчи олимпиадăсенче, спорт ăмăртăвĕсенче мала тухнисене Хисеп грамотисемпе Дипломсем пачĕ.

Юлашки шăнкăрав ячĕпе выпускниксене район администрацийĕн представителĕ А.Пундяков, Тукай ял поселенийĕн пуçлăхĕ П.Муллин, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем, шкул директорĕнче нумайшар çул тăрăшнă С.Басниковпа К.Жестянкина, «Заря» ЯХПК председателĕ А.Павлов, «Каçал ен» хаçатăн тĕп редакторĕ Л.Шуряшкина ăшшăн саламласа ăнăçу, ырă кун-çул сунчĕç.

Çак уяв — 11-мĕш класс пĕтерекенсемшĕн тата вĕсен ашшĕ-амăшĕсемшĕн, вĕрентекенĕсемшĕн уйрăмах хумхануллă кун. Умра пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсем-çке. Çамрăксен малашнехи çул-йĕрĕ вĕсене епле тытнинчен те нумай килет. Пирвайхи учителĕсем, класс ертÿçисемпе ашшĕ-амăшĕсем те вунпĕрмĕшсене ырлăх-сывлăхпа телей сунчĕç.

Юлашки шăнкăрава пама вара 11-мĕш тата 1-мĕш классенчи А.Романовпа А.Басникова тивĕç пулнă. Унăн пĕр савăнăçлă, пĕр хурлăхлăрах сасси выпускниксен асĕнче чылайччен упранĕ.

КОМСОМОЛЬСКИ 2-МĔШ вăтам шкулĕнче кăçал 19 ача вĕренсе пĕтерет. Вĕсене шкул директорĕ Г.Е.Длинов пĕрлехи патшалăх экзаменĕсене ăнăçлă тытма, хăйсем суйласа илнĕ профессисемпе специальноçсем паракан вĕренÿ зведенийĕсене вĕренме кĕме ăнăçу сунчĕ. Савăнăçлă лару-тăрура ачасене районти вĕрентÿ пайĕн начальникĕн çумĕ А.А.Яковлев, шкул совечĕн управляющийĕ В.Ф.Сорокина, вунпĕрмĕшсене пуçласа вĕрентнĕ Л.В.Алексеева, класс руководителĕ пулнă Е.П.Васильева, ашшĕ-амăшĕсен ячĕпе С.Н.Александрова саламларĕç. Вунпĕрмĕш класс пĕтерекенсем те парăмра юлмарĕç. Хăйсен вĕрентекенĕсене вĕсен сăн ÿкерчĕкне вырнаçтарнă, хăйсен аллисемпе ăсталанă медальонсем парнелерĕç. Ку хăйне евĕрлĕх пурин чун-чĕрине те тыткăнларĕ. Пĕрремĕш класра вĕренекенсем те аслă пиччĕшĕсене саламларĕç.

Шăнкăр! шăнкăр! турĕ юлашки шăнкăрав. Ăна 11-мĕш класра вĕренекен А.Емельяновпа пĕрремĕш класри А.Свинина шăнкăртаттарчĕç.

КОМСОМОЛЬСКИ 1-МĔШ вăтам шкулĕнчи 11-мĕш класс пĕтерекенсене саламласа шкул директорĕ А.С.Терентьев, районти вĕрентÿ пайĕн ертсе пыракан специалисчĕ Е.А.Тихонов, шкул управлени совечĕн председателĕн çумĕ И.А.Гришина тата ыттисем те сăмах тухса каларĕç, малашнехи Пĕрлехи патшалăх экзаменĕсене тытма ăнăçу сунчĕç. З.П.Красновăпа А.Н.Артемьева учительсем каланă сăмахсене чылайăшĕ хумханса итлерĕ. Ашшĕ-амăшĕсен ячĕпе Е.Шалина сăмах тухса каларĕ, ырлăх-сывлăх сунчĕ.

Уява районти искусство шкулĕнче вĕренекенсем хутшăнни хăйне евĕр илем кÿчĕ. Кăçал шкул пĕтерекен Люба Пудовкина юрлани те куракансен кăмăлне кайрĕ.

Выпускниксем пĕрремĕш хут алла ручка тытса çырма вĕрентнĕ учительсене тав сăмахĕсем каларĕç.

Такăр çул сунатпăр сире, выпускниксем!

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика