22 мая 2010 г.
Çулсем çинчи хăрушсăрлăха çирĕплетес ыйту яланах çирĕп тăнă, тăрать те. Çавăнпа та ĕнтĕ районта кăна мар, республика шайĕнче те ГИБДД ĕçченĕсем тĕрлĕрен профилактикăлла мероприяти йĕркелеççĕ.
Акă, майăн 13—14-мĕшĕсенче Шупашкарта çамрăк çул-йĕр инспекторĕсен 20-мĕш слечĕ иртрĕ. Ачасем слета пуçтарăнса хăйсен пултарулăхне, ăсталăхне кăтартрĕç, пĕр-пĕринпе паллашрĕç.
Унта пирĕн районтан Асанкасси вăтам шкулĕнче 6-мĕш класра вĕренекенсен команди – 2 хĕр ачапа 2 арçын ача хутшăнчĕ. Çамрăк инспекторсен ертÿçи – Н.В.Данилов. Сăмах май, Николай Васильевич ертсе пынипе çакăн пек ăмăртусене командăсем хутшăнса вунă çул ытла ĕнтĕ япăх мар кăтартусемпе таврăнаççĕ.
Слетра асанкассисем тĕрлĕрен ăмăртусенче чăннипех те маттур пулнине çирĕплетрĕç. Çĕнтерÿçĕ-командăна 2 стерео-магнитофон, велосипед, акустика аппаратури парса чысларĕç.