22 мая 2010 г.
Колхозсем тунă вăхăтра икĕ вăй хире-хирĕç тăнă. Пĕн енчен — пĕрлешсе ĕçлекенсем, тепĕр енчен — кулаксем. Виççĕмĕшсем иккĕленсе тăракансем пулнă. Çапах та майĕпен колхозсем йĕркеленнех. Манăн Элпуç ял поселенине кĕрекен ялсенче коллективизаци мĕнле пыни, хуçалăхсем епле аталанни пирки каласа парас килет.
1930 çулта Чăваш Элпуç ял халăхĕ пухăва пуçтарăннă. Унта «Красный клевер» колхоз туса хурас ыйтăва пăхса тухнă, пĕрлешÿллĕ хуçалăх йĕркеленĕ. Пуçаруçăсем Павел Григорьев, Пелагия Демина, Мария Крылова пулнă. Колхозниксем çуркуннех тĕш-тырă акса хăварнă. Чи малтан колхоза Влас Сергеев, Валерий Орлов, Мария Крылова, Лаврентий Орлов, Василий Гончаров, Михаил Орлов, Павел Григорьев, Василий Казаков, Осип Демин, Илья Голунов, Сергей Иванов, Алексей Чернов, Тарас Демин, Алексей Дмитриев кĕнĕ. Çÿлерех асăннă пухура А.Дмитриева колхоз председательне суйланă.
Ĕç хатĕрĕсенчен нимех те пулман: йывăç 4 сÿре, пĕр сухапуç. Колхоз 29 гектар çĕр çинче ĕçленĕ. 1931 çулта çĕр лаптăкĕ 98 гектара çитнĕ. Ку пĕрле-шÿллĕ хуçалăха кĕрекенсем йышланнипе çыхăннă. Вăл вăхăтра гектартан 6 центнер тулă, 7 центнер ыраш, 5 центнер сĕлĕ, 45 центнер пăри, 60 центнер çĕр улми туса илейнĕ. Паянхипе танлаштарсан питĕ пĕчĕк кăтартусем.
Хиртиявăшсем хăйсен ялĕнчи колхоза «Красный воин» ят параççĕ. Вăл 1930 çулхи сентябрь уйăхĕнче йĕркеленет. Колхоз юхăмне Ф.Сергеев, М.Комиссаров, Я.Мартынов, Е.Тарасов, З.Мартынов, Д.Корнилов, Г.Орлов пуçарнă. Ефим Тарасова хуçалăха ертсе пыма шаннă.
«Красный воин» колхоз ĕçченĕсем çав çулах кĕр тыррисем акса хăварма вăй çитернĕ, ăна чиперех пуçтарса кĕртнĕ. 1932 çул тĕлне колхозра 33 хуçалăх шутланнă. Шел, чылай колхозник вăрçăран таврăнайман. Вĕсен шутĕнче 1932—1933 çулсенче колхоза ертсе пынă Г.Орлов та, хуçалăх председателĕ пулса 1938—1943 çулсенче ĕçленĕ Я.Мартынов та.
Хирти Мăрат ялĕнче 1931 çулта «Нива» колхоз туса хунă. Унта пуçласа Н.Васильев, Н.Абросимов, С.Васильев, Л.Осипов, А.Семенов, К.Долгова, И.Андреев, А.Игнатьев кĕнĕ. Колхоза ертсе пыма Н.Васильева суйлаççĕ. 41 гектар çинче 9 лашапа, 3 суха пуçпа, 2 сÿрепе ĕçленĕ. Ял пуянĕсем колхоза кĕрекенсене хирĕç пулнă, тĕрлĕ майпа сăтăр тума тăрăшнă. Вĕсем хĕсĕрленипе çĕр касса пама килнĕ районти уполномоченнăя хирĕç хресченсем сенĕксемпе, кĕреçесемпе тухнă, хăваласа янă. Председателĕн çуртне вут чĕртсе çунтарса янă. Апла пулин те ялта пурăнакансен пĕрлешсе ĕçлес кăмăлне путарайман. 1934 çул тĕлне колхоза 22 хуçалăхра пурăнакансем кĕнĕ. Тыр-пул, çĕр улми тухăçĕ малтан пĕчĕк пулнă, 1940 çулта кашни гектартан 11,4 центнер тыр-пул пуçтарса илнĕ.
1931 çулхи апрелĕн 25-мĕшĕнче Хирти Выçли ялĕнчи хресченсем пухăва пуçтарăнаççĕ, «Красный восток» колхоз йĕркелеççĕ. Т.Алексеев, Н.Чернов, Г.Краснов, С.Зайцев, К.Державин, Н.Чернов, М.Богатырев, М.Желудкин, Е.Пушкин, С.Петров, П.Герасимов пуçаруçăсем пулнă. Пухура вĕсем председатель пулма П.Герасимова суйланă. Çак вăхăтра ялта 95 хуçалăх, 523 çын шутланнă. Çĕр лаптăкĕ 420 теçеттин пулнă. 1934 çулта колхозра 36 хуçалăхри çынсем ĕçленĕ, вĕсем 371 гектар çĕрпе усă курнă.
1931 çулхи апрелĕн 2-мĕ-шĕнче Тутар Элпуç ялĕнче те «Мотор» ятлă ял хуçалăх артелĕ йĕркеленĕ. Пĕрлешсе ĕçлес шухăшлисем чи малтан Я.Абитов, Б.Асеинов, Б.Басыров, Г.Шадиев, Т.Хасянов, Т.Азизов чухăнсем пулнă. Я.Абитова председатель ĕçĕсене тума шаннă.
Пысăк хавхаланупа пуçăннă çĕнĕ пурнăç тума хресченсем. Колхозсем кунсерен тенĕ пекех аталанса вăй илсе пынă.
Анчах та аталанăва тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи чарса лартнă. Колхозниксемшĕн тĕрĕслев пулнă вăл. Арçынсем вăрçă хирĕнче çапăçнă, хĕрарăмсем тĕрлĕ çĕрте окоп чавнă е вăрман каснă тĕлте ĕçленĕ.
1943 çул çумăрлă, йĕпе-сапаллă пулнă. Çĕр улми авăр çинчех çĕрсе кайнă. Ку ял халăхне пысăк тăкак кÿнĕ. Апла пулин те вĕсем фронта юлашки тыррисене, выльăх-чĕрлĕх продукчĕсене ăсатнă. «Мотор» колхозра, сăмахран, 2—3 çул хушшинче ĕç кунĕ пуçне нимĕн те паман. 1944 çулта колхоз председательне Т.Хасянова çара илеççĕ. Ун хыççăн председатель пулма Сенат Алиуллова (Хирти Явăш вăтам шкулĕнче военрукра ĕçленĕ) шанаççĕ. Вăл 1945 çулччен çак ĕçре тăрăшать. Каярахпа парти райкомĕнче ĕçленĕ.
Вăл вăхăтра районта 51 колхоз пулнă. Хальхипе танлаштарсан питĕ нумай. Хирти Мăратри «Нива» хуçалăх палăрса тăнă. Пур енĕпе те юлса пыракансен шутĕнче Хирти Выçлири «Красный воин», Тутар Элпуçĕнчи «Мотор» колхозсем пулнă. Вĕсем патшалăха ял хуçалăх продукцийĕсене сутмалли плансене те тултарайман.
1950 çул пĕчĕк хуçалăхсене пĕрлештерес юхăм анлă сарăлнă. Çак вăхăтра районти чылай колхоз пысăкланчĕ. «Мотор», «Красный клевер», «Красный воин» «Дружба» хуçалăха кĕчĕç. «Красный восток» тата «Нива» пĕр хуçалăх — «Нива» туса хучĕç. Çĕнĕрен йĕркеленнĕ колхозсенчен пĕрне Я.Матвеев, теприне А.Никифоров ертсе пыма тытăнчĕç.
1951 çулхи нарăс уйăхĕн 22-мĕшĕнче «Дружба» колхозăн пысăк пухăвĕ пулса иртет. Я.Матвеев хăйне председательтен кăларма ыйтать. Ун вырăнне колхозниксем пĕр саслăн малтан парти райкомĕнче ĕçленĕ Сенат Алиуллович Алиуллова суйлаççĕ. Вăл «Дружба» хуçалăх тилхепине пуçласа тытнă чухне колхоз районта юлса пыракансенчен пĕри пулнă. «Эпĕ ял çыннисен шанăçне тÿрре кăларасшăн тăрăшма пуçларăм»,— тет С.Алиуллов хăй аса илĕвĕнче.
Источник: "Каçал Ен"