АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хушма тивĕç - ачасене хÿтĕлеме

22 мая 2010 г.

 

Николай Федоров Президент указ кăларнă, унта шкул-чченхи вĕрентÿ сферинчи пурте усă курма тивĕç пулăшу ĕçĕсен шайне çĕклемелли мерăсене палăртнă. Çакăн çинчен республика пуçлăхĕ Чăваш Енĕн Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци ведомствисен территори органĕсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура пĕлтернĕ.

«Çулленех Чăваш Республики ачасене пĕлÿпе воспитани пама, вĕсен сывлăхне çирĕплетме бюджет укçин пысăк пайне — миллиард-миллиард тенкĕ — тăкаклать, вĕрентÿ сферинче пилотлă чылай проекта пурнăçа кĕртет, çакна уйрăм çынсемшĕн те, пĕтĕм республикăшăн та конкурентлăха тивĕçтермелли, социаллă пурнăçпа экономикăна ăнăçлă аталантармалли никĕс вырăнне хурать. Темиçе çул ĕнтĕ республика шкулсенчи вĕрентÿ процесне тивĕçтерес енĕпе хăйĕн çине хушма обязательствăсем илет, çавна май муниципалитетсене финанс енĕпе пысăк пулăшу кÿрет, çак пулăшу виçи те миллиард-миллиард тенкĕпе танлашать. Пĕлтĕр, кризис çулĕнче, пирĕн вĕрентÿ валли янă тăкаксен ÿсĕмĕн хăвăртлăхĕ 12,6 процентпа танлашнă, Раççейре вара — пĕтĕмпе те 3,6 процент кăна, федерацин Атăлçи окру-гĕнче — унтан та сахалрах, 3,2 процент. Çав вăхăтрах патшалăх республика шайĕнче яваплăха çапла туйнин условийĕсенче те муниципалитетсенче татса паман ыйтусем çав-çавах палăраççĕ. Тĕслĕхрен, федерацин «Раççей Федерацийĕнчи вы-рăнти хăй тытăмлăха йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципсем çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн шкулчченхи вĕрентĕве йĕркелессипе, пайăррăн илсен ача сачĕсемпе тивĕçтерессипе çыхăннă ыйтусене вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене панă. Рынокпа çыхăннă улшăнусем пынă чухнехи куçăм тапхă-рĕнче çынсем йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкрĕç, ача çуратасси чакрĕ, ĕçсĕрлĕх ÿсрĕ, шкул çулне çитменнисен нумай учрежденийĕ хупăнчĕ е вĕсен профильне улăштарма тиврĕ. Анчах Чăваш Республики финанс кризисне пăхмасăр халăхăн социаллă гарантийĕсене упраса хăварчĕ кăна мар, вăйлатма та пултарчĕ. Ачаллă çемьесене патшалăх пулăшать, çынсем хăйсен малашлăхне планлама пултараççĕ. Çак лару-тăрура муниципалитетсен умне халăха шкулчченхи учрежденисемпе тивĕçтерессипе çыхăннă çивĕч ыйту кĕтмен çĕртен тенĕ пекех тухса тăчĕ. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем ăна татса пама çителĕклĕ хатĕрленмен. Çавна май эпĕ паян указ алă пусрăм, унпа килĕшÿллĕн республикăн Министрсен Кабинечĕн капланса çитнĕ ыйтусене татса памашкăн хăйĕн çине хушма обязательствăсем илме тивет. Ку халĕ усă куракан çурт-йĕр профильне шкулчченхи учрежденисем туса хурса улăштарассине, çав учрежденисен çĕнĕ строительстви е реконструкцийĕ валли укçа уйăрассине, шкул çулне çитменнисен учрежденийĕсене тытса тăма, çавăн пекех ĕç укçи валли тата персонала хавхалантарма хушма укçа уйăрассине пырса тивет, çакă пулăшу ĕçĕсен пысăк пахалăхне тивĕçтерме кирлĕ. Ыйту пĕрре — хуласемпе районсен влаç органĕсем республика вĕсен, муниципалитетсен, йăнăшĕсене тÿрлетсе тата вĕсен тивĕçне пурнăçласа нормативран ирттерсе черетлĕ хут çапла пулăшнине кура иртĕнсе ан кайччăр»,— тенĕ Президент.

Канашлура Николай Федоров инвалидсемпе вĕсен çемйисене ЖКХри пулăшу ĕçĕ-семшĕн паракан çăмăллăхсен виçине 100 процента çитерес ыйтăва тишкерме хушнă. Çавăн пекех çивĕч ытти ыйтăва та тишкернĕ, çав шутра — Чăваш Енри ялсенчи электрификаци ĕçĕ-сене васкавлăн пурнăçлама уйă-ракан укçапа тухăçлă усă курассине тĕрĕслесе тăрасси.

«Тĕпрен илсен ĕçсем япăх мар пыраççĕ, çапах ĕç пахалăхне лайăхлатмалли резервсем çителĕклех. Муниципалитет пурлăхĕпе, сăмахран, электросеть хуçалăхĕпе усă курнă чух ĕçе çиелтен пурнăçланин тĕслĕхĕсем те пур. Йышăнусене тĕплĕрех, тĕрĕсрех, пĕчĕкрех тăкакпа пысăкрах кăтартусем тумалла»,— палăртнă Николай Федоров.

Çавăн пекех вăрмансенче пушар тухасран сыхланассипе, вут-çулăмпа кĕрешессипе çыхăннă ыйтусене те хускатнă. «Эпир ку ыйтăва пĕрре кăна мар сÿтсе явнă, халĕ республикăра кирлĕ профилактика ĕçне, пушар службисене техникăпа тивĕçтерес, чрезвычайлă лару-тăрура тивĕçлĕ мерăсем йышăнассин оперативлăхне çĕклес енĕпе пĕтĕмпех тăватпăр»,— тенĕ Президент. Çак темăпа çывăх вăхăтра муниципалитет пуçлăхĕсемпе канашлу ирттерме хатĕрленмешкĕн хушнă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика