22 мая 2010 г.
Çулсем пĕр чарăнмасăр шăваççĕ. Хаваслă ачалăх çуркунне пекех наччасра иртсе каять. Мăшăрлансан, çемьеллĕ пулсан, ачасене ÿстермелле, тивĕçлĕ воспитани памалла. Тивĕçлĕ канăва тухсан çеç ача-пăча сассипе тулнă çурт пушанса юлать.
Çавăн пек тарăн шухăша путса ларать Миккуль. Тин çеç мăшăрĕпе пĕрлешсе çемье çавăрнăччĕ. Ачисене тĕрĕс-тĕкел пăхса ÿстерес тесе ырми-канми тăрăшнă. Юбилей иртсе кайнине те сисмерĕ. Иртнĕ кунсенче Николай Сергеевич Громов 60 çул тултарчĕ. Пиллĕкĕн ÿснĕ вĕсем пĕр килте. Ашшĕнчен пĕчĕкренех тăлăха юлнăскерсене çăмăлах пулман. Шкултан вĕренсе тухсан Коля хăйĕн пурнăçне ялпа çыхăнтарма шутланă. Амăшне те çăмăлтарах пулĕ тесе ĕмĕтленнĕ каччă. Шупашкарти ял хуçалăх институчĕн агрономи факультетĕнче пĕлÿ илнĕ. Унтан вĕренсе тухнă хыççăн тăван яла таврăнса колхозра агроном ĕçне пикеннĕ. Иртен пуçласа каçчен тăрăшнă çамрăк специалист. Тыр-пула тухăçлă туса илес тесе вăй-хăватне шеллемен.
30 çул ытла агрономра ĕçлесе миçе пин çухрăм хирсем тăрăх утман-ши хастар агроном; Ял хуçалăхĕнче тухăçлă тыр-пул çитĕнтересси, паллах, агрономăн тивĕçĕ.
Профком председателĕнче те нумай çул ĕçлеме тÿр килнĕ унăн. Халĕ вара, 2005 çултанпа, Хирти Выçлири сысна фермин заведующийĕнче тăрăшать.
Фермăра питĕ туслă коллектив ĕçлет. Пĕр-пĕринпе килĕштерсе, ăмăртса тăрăшаççĕ вĕсем. Кашни сыснаран сывă та тĕреклĕ çурасем илессишĕн ырми-канми вăй хураççĕ. Николай Сергеевич ăста ертсе пыни отрасле пысăк тупăшпа ĕçлеме май парать.
Н.Громова пултаруллă ĕçлеме унăн мăшăрĕ, Галина Васильевна, вăй-хăват парса пырать. Ĕçчен те туслă мăшăр виçĕ ача çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă.
Аслă ывăлĕ, Сергей, Шупашкарта çемйипе пурăнать. Андрей ытти регионсене ĕçлеме çÿрет. Хĕрĕ, Татьяна, кăçал И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухать, алла диплом илме хатĕрленет. Савăнаççĕ, мухтанаççĕ Громовсем ачисемпе.
Вĕсем ял-йышра тирпейлĕхпе те уйрăлса тăраççĕ. Хăтлă çурчĕ куçа илĕртсе аякранах курăнса ларать. Пÿртне кĕрсен юмах тĕнчине лекнĕ пекех туйăнать. Йĕри-тавра тĕрĕ, шап-шурă минтер пичĕсем, эрешленĕ чÿречепе алăк каррисем чуна тыткăнлаççĕ. Тума пĕлмен ĕç те çук пулĕ Галина Васильевнăпа Николай Сергеевичăн.
Источник: "Каçал Ен"