22 мая 2010 г.
Вĕрентекен. Çак асамлă сăмаха каласанах пĕрремĕш хут вулама, çырма хăнăхтарнă, каярахпа тĕрлĕ предметсемпе вĕрентнĕ учительсем куç умне тухаççĕ. Чăннипе те пархатарлă ĕç тунă вĕсем, тăваççĕ те.
Эпĕ Вăрманхĕрри Чурачăк ялĕнчи Петровсен çемйи пирки сăмах хускатасшăн. Николай Егоровичпа Александра Ивановна 9 ача çуратса ÿстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Вĕсем ăслă-тăнлă пулччăр, тарăн пĕлÿ илччĕр тесе тăрăшнă. Ашшĕ-амăшĕ «Восток» колхозра ĕçленĕ пулин те, ачисене тĕрлĕ вĕренÿ заведенийĕсенчен вĕрентсе кăларнă. 5 ачи аслă пĕлÿ илнĕ. Асли, Анатолий, инженерта ĕçлесе тивĕçлĕ канăва кайнă. Ольга психологра вăй хурать. Тамара районти вĕрентÿ пайĕнче бухгалтерта тăрăшать.
Эпĕ уйрăмах Геннадипе Вениамин пирки чарăнса тăрасшăн. Вĕсем иккĕшĕ те Аслă Чурачăк вăтам шкулне вĕренсе пĕтернĕ хыççăн аслă вĕренÿ заведенийĕсене çул тытнă.
Геннадий Николаевич Хырхĕрри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулĕнче ачасене физика предметне вĕрентет. Унсăр пуçне вĕсене шкул мастерскойĕнче тĕрлĕ алă ĕçĕ тума хăнăхтарать. Каçхине те чÿречесенчен çутăсем таçтан аякран курăнаççĕ. Шкул ачисем кунта ракета моделĕсем, хут çĕленсем, макетсем, кил-çуртра кирлĕ япаласем ăсталаççĕ. Вĕсен ĕçĕсем район шайĕнчи ăмăртусенче те тăтăшах дипломсемпе ытти наградăсене тивĕçнĕ. Ачасем республикăри ăмăртусенче те пĕрре мар пулнă, малти вырăнсем йышăннă. Шкулта Д.Бормотин, Г.Никитин туса хатĕрленĕ хут çĕленсем паян кун та упранаççĕ. К.Минин, А.Школьников ăсталанă «Восток» космос карапĕн моделĕсем «Юнитекс» центрăн выставка залĕнче упранаççĕ.
Унăн вĕренекенĕсем кашни çулах районта физика, агрономи, технологипе иртекен олимпиадăсене хутшăнаççĕ, унтан çĕнтерÿпе таврăнаççĕ. Кăçал М.Минина республикăра иртнĕ астрономи олимпиадисенче иккĕмĕш вырăн йышăнса хăйĕн пĕлĕвне Раççей шайĕнче Анапа хулинче иртнĕ тупăшура кăтартса пачĕ. Шупашкарти лицей класĕнче пĕлÿ пухнă Геннадий Николевичăн вĕренекенĕ Евгений Петров халĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренет. Вăл Раççейри студентсен олимпиадинче виççĕмĕш вырăн йышăннă. Женя механизмсемпе машинăсен теорийĕпе иртнĕ Раççей олимпиадинче те виççĕ-мĕш пулнă. Кунта та Г.Петровăн тÿпи пысăк. Физика предметне тĕплĕн пĕлмесен ăçтан-ха ăнăçу пулĕ;
Тĕрлĕ конкурссенче, конференцисенче вăл вĕрентнĕ ачасен проекчĕсем дипломсене тивĕçеççĕ. Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче те ĕçлет вăл. Геннадий Николаевич вĕренекенĕсем Чăваш патшалăх университетĕнче иртекен наукăпа практика конференцийĕсене тăратнă ĕçсемпе те çĕнтерÿпе таврăнаççĕ. А.Белков, А.Школьников Пичет çурчĕ ирттерекен «Портфолио» фестивале хăйсен тĕпчев ĕçĕсемпе хутшăннă, унтан дипломсемпе таврăннă.
Раççейри «Авангард» физикăпа математика шкулĕ йĕркелекен физика олимпиадисенче те вĕренекенĕсем призерсен ретне кĕнĕ. Унăн пултарулăхĕ, вăл вĕрентнĕ ачасем пирки татах та нумай каласа пама пулать. Ачасен тавракурăмне аталантарас тесе чунне парса тăрăшать. Çакна вĕренекенсен çитĕнĕвĕсем туллин çирĕплетеççĕ. Пушă вăхăчĕ пур-ши унăн; Вăл туса хатĕрленĕ чăваш халăх музыка инструменчĕсемпе кăçал культурăпа кану центрĕнче иртнĕ республикăри семинарта пурте хапăлласа паллашрĕç, лайăх хак пачĕç.
Хырхĕрри тĕп шкулĕнче вĕренекен ачасене хăва хуллинчен карçинккасем авма та вĕрентет. Ун патĕнче ал ăсталăхне пуçа хывакан К.Минин районти Акатуйра та палăрнăччĕ. Ун çинчен татах та çырма пулать. Ăнăçу çеç пултăр.
Вениамин Николаевичăн ĕç биографийĕ Хирти Явăш вăтам шкулĕнчен пуçланнă. Хальхи вăхăтра вăл Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче физика учите-лĕнче ĕçлет. Вĕренсе тухнисем ун пирки ырă сăмахсемсĕр пуçне нимĕн те калаймаççĕ. Унăн тĕслĕхĕпе хăйсем те физика енне туртăннă. Тăрăшмасăр, вăй хумасăр, ачасен психологине ăнланмасăр çитĕнÿ тума çук. Çитĕнÿ терĕмĕр те, вĕсемшĕн ĕçлемест Вениамин Николаевич. Вăл панă пĕлÿ ачасемшĕн кирлĕ пултăр тет.
Кăçал районта иртнĕ наукăпа практика конференцийĕнче унăн вĕренекенĕсем В.Сорокинпа И.Минибаев тĕпчев ĕçĕсемпе малти вырăна тухнă. Ку пĕр тĕслĕх анчах. Кашни çулах вăл пĕлÿ панă ачасем çитĕнÿсем тунă. Районта ирттернĕ физикăпа техника проекчĕсен конкурсĕнче Б.Шикарев, М.Петрова хăйсен пултарулăхĕпе палăрнă.
Раççейри «Авангард» шкул ирттерекен физика олимпиадисенче унăн вĕренекенĕсем призерсем пулса тăнă.
Паянхи кун хальхи вăхăтри, пурнăç ыйтнă вĕрентÿ технологине шкулсенче ĕçе кĕртес тесе тăрăшать. Вениамин Николаевич — Раççейпе Голланди ăсчахĕсен проекчĕпе Чăваш Енре ĕçсене пуçланă пилĕк учительтен пĕри. Информаципе коммуникативлă технологи вăл вăхăтра шкулсене çитсе çеç пынă. Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулне килсе Голланди профессорĕсем В.Петров ирттернĕ уçă уроксене пысăк хак панă. Халĕ ку çĕнĕлĕх мар ĕнтĕ, вăл компьютерпа усă курса районта пуçласа физика урокĕсем ирттерме пуçланă. Çыннăн ăçтан вăй-халĕ, пултарулăхĕ çитет-ши; Радиотехника кружокне те ертсе пычĕ вăл.
Геннадийпе Вениамин Петровсен ĕçĕсене туллин çутатса парас тесен районта çулсерен иртекен физика урокĕсен фестивалĕ çинчен те калас пулать.
2001 çулта Г.Петров «Раççей пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ» паллăна тивĕçнĕ. 2006 çулта ăна ЧР Президенчĕ республикăри чи лайăх учительсене паракан премипе наградăланă.
Пĕр тăван Петровсем хăйсен çемйисемпе килĕшÿллĕ пурăнаççĕ. Геннадий Николаевичăн мăшăрĕ, Луиза Ивановна, Хырхĕрри ял поселенийĕн специалистĕнче тăрăшать. Хăйĕн пултарулăхĕпе палăрса тăрать. Районта ирттерекен конкурссенче малти вырăнсене йышăнать. Ĕçпе юрă уявĕсенче унăн уçă сасси куракансен кăмăлĕсене çĕклет. Хĕрĕ, Надя, Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренет, хăйĕн çемйипе Шупашкарта пурăнать. Вăл — Раççей спорт мастерĕ. Геннадипе Луизăн пысăк савăнăçĕ — йăха малалла тăсакан мăнукĕ Матвей пулни.
Вениамин Николаевичăн та мăнук ÿсет. Ывăлĕ Саша Шупашкарта пурăнать. Хĕрĕ Маша шкулта ăс пухать. Тăтăшах олимпиадăсемпе конкурссене хутшăнать, конференцисенче тĕпчев проекчĕсем тăратать. Унăн пĕлĕвне, пултарулăхне Хисеп грамотисемпе дипломсем те çирĕплетеççĕ.
Петровсем хăйсен пурнăçне вĕрентес ĕçе панă. Вĕсенчен тĕслĕх илмелли пурах. Мĕнех, малашне те хастар пулма вăй-хал, ăнтăлу пултăр сирте.
Источник: "Каçал Ен"