22 мая 2010 г.
Часах вĕренÿ çулĕ вĕçленĕ. Кăçал шкул пĕтерекенсен пĕрлехи патшалăх экзаменĕсем тытмаллла пулать. ЧР Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствин приказĕпе килĕшÿллĕн, район пуçлăхĕ Г.Ф.Волков та ятарлă йышăну кăларнă. Кăçал ачасен математикăпа, вырăс чĕлхипе, литературипе, физикăпа, химипе, биологипе, географипе, историпе, обществознанипе, ют чĕлхесемпе (акăлчан, нимĕç), информатикăпа тата информаципе коммуникаци технологийĕпе экзаменсем пама тивет. Вăтам шкул пĕтерекенсен пурин те математикăпа тата вырăс чĕлхипе тĕрĕслевре хăйсен пĕлĕвне кăтартмалла, ытти предметсене вĕренекенсем хăйсем суйласа илме пултараççĕ.
Пĕрлехи патшалăх экзаменĕсене Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче ирттерме палăртнă. Вăтам шкул директорĕн Г.Длиновăн кирлĕ чухлĕ классем хатĕрлемелле. Çавăн пекех çак экзаменсене ирттерес енĕпе яваплă çынна, районти вĕрентÿ пайĕн начальникĕн çумне А.А.Яковлева çирĕплетнĕ.