19 мая 2010 г.
Вăрçă ветеранĕсене Аслă Çĕнтерÿ 65 çул тултарнă май тÿлевсĕр çул çÿреме ирĕк панипе усă курса, эпĕ çу уйăхĕн 3-мĕшĕнче Санкт-Петербург хулине тухса кайрăм. Поездра пире ăшшăн кĕтсе илчĕç, чейпе хăналарĕç. Питĕр хулинче эпĕ маларах та пулкаланăччĕ-ха. Уява хатĕрленсе хулана чылай илемлетнĕ.
Павловск хулинчи патша керменне кĕрсе куртăм. Питĕ килĕшрĕ. Пушкинри Екатерина керменĕнче те экскурсире пултăмăр. Маларах кунта «Янтарь пÿлĕмне» çĕнетсе çитерейменччĕ. Халĕ çак чаплă пÿлĕме кĕрсен тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтĕм: искусствăн чăн-чăн тĕлĕнтермĕшĕ. Мĕнле кăна ялкăшса тăрать! Пушкинри (Царское село теççĕ ăна) Екатерина, Александр паркĕсенче те чылай хушă уçăлса çÿрерĕмĕр, кантăмăр. Курмалли, тĕлĕнмелли йĕркипех кунта.
Екатерина керменне курма пынисем питĕ йышлă. Ют çĕр-шывсенчен килнисем те сахал мар. Чаплă вырăнсене фотоаппаратсемпе ÿкерсе илеççĕ, видеопленкăсем çине çыракан та сахал мар. Экскурсоводсем экспонатсемпе, чаплă пÿлĕмсемпе паллаштарнă май патша çемйисен историйĕсем çинчен тĕплĕн каласа параççĕ. Пĕр сăмахпа каласан — кунта илемлĕх тĕнчи. «Аврора» историллĕ крейсер çине тахçанах çитсе курасшăнччĕ. Кунта та экскурсинче пулса Раççей флочĕн историйĕ, унăн паттăрĕсем çинчен ытларах пĕлме май килчĕ.
Çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче киле таврăнтăм. Çул çÿрев кăмăла кайрĕ.
Çĕнтерÿ кунĕнче эпир, виçĕ вăрçă участникĕ — Василий Сергеевич Еремеев, Сергей Кириллович Совин тата эпĕ — Шупашкарти Çĕнтерÿ парадне курса савăнтăмăр. Ун хыççăн Асăну паркĕнче вăрçăра вилнисене асăнса лартнă палăк патĕнче пултăмăр, чечек кăшăлĕсем, чĕрĕ чечексем те хутăмăр.
Шупашкарти уяв питĕ кăмăла кайрĕ, пире, ватă салтаксене, хавхалану кÿчĕ.
Источник: "Каçал Ен"