АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » А.Ежергина: «Учитель вĕренме пăрахсан учитель пулма та пăрахать»

19 мая 2010 г.

çулĕ çине тăнă хыççăн, кашни ĕç йывăр та кăткăс, хăйне евĕрлĕ пулнине тавçăрса илтĕмĕр. Кашни ĕçе хисеплемеллине пĕлетпĕр.

«И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн журналистика факультетĕнче тăваттăмĕш курсра вĕреннĕ вăхăтра 11-мĕш класри вырăс литературинчи лекцисемпе усă курни халĕ те асăмрах. Анна Тимофеевна пире тарăн пĕлÿ парас тесе тăрăшнă-çке! Вĕрентекен кашни ачарах пултарулăх аталантарма ăнтăлатчĕ. Ун «али» витĕр тухнисем вĕрентекен пекех хастар та тавçăруллă, пуян тавра курăмлă теессĕм килет»,— çапла пĕлтерчĕ паянхи кун ЧР Ял хуçалăх министерствин пресс-службинче ĕçлекен Ольга Васильевна.

«Учителĕн чи малтан ачасене юратмалла, вĕсене ăнланма, пултарулăхĕсене уçса пыма пĕлмелле. Пĕри вĕренÿ енĕпе маттур пулсан, тепри юрра-ташша е алă ĕçне ăста пултарать. Лара-тăра пĕлмен хăшпĕр ачасем спортра палăраççĕ»,— тет Анна Тимофеевна.

Сергей Васильевич биологи тата хими предмечĕсемпе çамрăк ăрăва пĕлÿ панă. Хăйсен вăхăтне те, вăйне те шеллемен педагогсем, вĕренекенсен пĕлĕвĕ çирĕп пултăр тесе ырми-канми тăрăшнă. Районти виçĕ шкулта — Аслă Чурачăкра, Хирти Явăшра тата Анат Тимĕрчкассинче ĕçлеме тÿр килнĕ çак мăшăрăн. Паян Ежергинсене тав сăмахĕ калакан, ырă сăмахпа аса илекен чăннипех те йышлă.

Обществăлла ĕçсенчен, ялти, шкулти социаллă, культурăллă пурнăçран нихăçан та ютшăнман, пăрăнман вĕсем. Пропагандист пулнă, ялти клубра лартакан пĕр концертпа спектакльтен те юлман тесен те тĕрĕс. Хĕрарăмсен совечĕн ертÿçи пулма та шаннă ăна ялти хĕрарăмсем. «От всей души» программăна Анна Тимофеевна епле ертсе пынине тимĕрчкассисем паян та аван астăваççĕ. Çамрăк учительсем шкула килсен вĕсене те професси вăрттăнлăхĕсене уçса пама ÿркенмен.

«Ежергин» хушамат – «ешер» сăмахран

Йăх пымасан, ачасем пĕрин хыççăн тепри вилсен авалхи чăвашсем сывă çуралнине икĕ ятпа чĕннĕ. Çакă вилĕме улталама кирлĕ пулнă имĕш. Тури Тимĕрчкассинчи Терентьевсен те çапларах пулнă. Сергей Васильевичăн ашшĕпе амăшĕ тытаççĕ те хушаматне улăштараççĕ. «Ешер» сăмахран «Ежергин» хушамат туса хураççĕ, «ĕрче» пĕлтерĕшпе те çÿрет асăннă сăмах. Çакă пулăшнах пуль. Сергей ашшĕпе амăшĕн пĕртен-пĕр ачи пулнă-тăк, Аннăпа иккĕшĕ вĕсем пилĕк чуна кун çути парнеленĕ — виçĕ ывăлпа икĕ хĕр çитĕнтернĕ. Йăх-несĕле малалла ешертсе ачисем çичĕ мăнук парнеленĕ. Шел, Сергей Васильевич пурне те кураймарĕ, пилĕк çул каялла ку тĕнчерен уйрăлса кайрĕ.

Аслисен ĕçлĕхне кура-и, Вадим, Рина, Сергей, Инессăпа Владик та вĕренĕве хăйсен тĕп ĕçĕ вырăннех хунă. Ахальтен мар кашнийĕнех аслă пĕлÿллĕ пулнине çирĕплетекен икшер диплом. Хытă хут хуплашкишĕн çеç илмен вĕсене, паянхи пурнăçра тĕрлĕ енлĕ специалист, кирек хăш профессипе те ĕçлеме май пултăр тенĕ. «Ачасене вĕренĕр тесе каласа та курман. Шкулта яланах аван ĕлкĕрсе пыратчĕç, тĕрлĕ предметсен олимпиадисенчен пĕрре çеç мар çĕнтерÿпе таврăннă. «Женщины-матери земли чувашской» кĕнекене кĕме те тивĕç пулнă Ежергинсен çемйи.

Çумĕнче мăшăрĕ çукки çут тĕнче ырлăхĕпе киленсе пурăнма чăрмантармасть хĕрарăма. Хĕллехи вăхăтра кĕнеке вуласа, видеофильмсем курса куна кĕскетет. Кĕнекесем çинчен калас пулсан, вĕсем питĕ нумай, темиçе çÿлĕк йышăнаççĕ. «Халь шутне те пĕлместĕп, 4—5 çул каяллах 3 пин урлă каçнăччĕ. Сергей вилсен хуйха кĕнекесем вуласа пусартăм. Вĕсене Мускавра пурăнакан Владик питĕ нумай ярса парать»,— терĕ хисеплĕ педагог. Çулла вара пахчаран кĕме пĕлмест. Пахча-çимĕç лартса тунисĕр пуçне тем тĕрлĕ чечек те çитĕнтерет. Мăнукĕсем çуллахи каникула килсен çак çурт кĕрлесе çеç тăрать. Асламăшĕ-кукамăшĕ кăмакара пĕçернĕ капăртмана çав тери килĕштереççĕ вĕсем. Икĕ хутлă тата акăш-макăш капмар пулмасан та, çак пÿрт ун хуçин чун çутипе, юратăвĕпе, çынлăхĕпе хăй патне кирек кама та туртать.

Шырав ĕçне нихăçан та пăрахмасть Анна Тимофеевна. Хĕлле больницăра сипленнĕ вăхăтра вăл несĕл йывăççине тума пикеннĕ. Хăйĕн ашшĕпе амăшĕ, Ежергинсем енчи йăх тымарĕсене шурă хут çине ÿкернĕ. Çак несĕл йывăççисене Рина хĕрне (вăл художник-модельер) пир çине куçарттарас ĕмĕтпе пурăнать. «Эпĕ телейлĕ хĕрарăм, мĕншĕн тесен юратнă çынпа пурăннă, ачасем лайăх вĕренсе, сывлăхлă та чипер çитĕнсе савăнтарнă. Çакă мана пурнăçра, ĕçре вăй парса тăнă», — терĕ вăл, мана киле ăсатма тухнă май.

Анна Тимофеевнăна тÿрĕ чунлă, ырă кăмăллă, тÿсĕмлĕ, пуçаруллă пулнăшăн хăй вĕрентсе кăларнă ачасем паянхи кун та килĕштереççĕ, хисеплеççĕ. Вĕсен хушшинче унăн ĕçне малалла тăсакансем те чылайăн, чĕлхеçĕ ĕçне суйласа илнисем çирĕмĕн. Эппин, тăрăшса вăй хуни сая кайман, хăй хыççăн пĕлÿ тĕнчинче парка хунавсем хăварнă педагог.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика