19 мая 2010 г.
РФ патшалăх налук службин Чăваш Республикинчи районсем хушшинчи 2-мĕш номерлĕ инспекцийĕ майăн 13-мĕшĕнче сочиненисен конкурсне пĕтĕмлетрĕ.
Пухăннисен умĕнче чи малтанах вĕсен начальникĕ В.А.Антонов тухса калаçрĕ. «Çыру ĕçĕсем пурте интереслĕ. Паллах, налук темипе çырас тесен саккунсене те, кулленхи пурнăçра тĕл пулакан кăткăс ыйтусене те пĕлмелле»,— терĕ Вячеслав Александрович, конкурса хутшăннă ачасене мухтаса.
«Налук мĕн тума кирлĕ?» темăллă сочиненипе Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче вĕренекен Анна Титова (наука руководителĕ В.Г.Гордеев) пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Екатерина Филипповăпа (Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ) Диана Кокшина (Хырай Ĕнел вăтам шкулĕ) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Вĕсен наука руководителĕсем М.Д.Перепелкинăпа И.Н.Кокшина педагогсем пулнă.
Налук инспекцийĕн начальникĕ çĕнтерÿçĕсене Хисеп грамотисем, парнесем парса чысларĕ.
Пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене тивĕçнĕ ĕçсем республикăра майăн 14-мĕшĕнче иртнĕ конкурса та хутшăнма тивĕç пулнă.
Жюри членĕсем финала чи лайăх 9 сочинение суйласа илнĕ. Вĕсен шутĕнче пирĕн район хĕрĕсен А.Титовăпа Е.Филиппова ĕçĕсене те лайăх енчен палăртнă. Республикăра Аньăн сочиненийĕ виççĕмĕш вырăн йышăннă. Екатеринăна вара «Самое оригинальное сочинение» номинацире Хисеп грамоти парса чысланă.
Источник: "Каçал Ен"