АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăçал вăйăсене Аслă Çĕнтерĕве халалланă

19 мая 2010 г.

Кăçал пĕтĕм Раççей халăхĕ Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитнине паллă турĕ. Ăна пирĕн районта та анлă уявларĕç. Çамрăк армеецсен çулсерен иртекен «Орленок» тата «Зарница» çарпа спорт ăмăртăвĕсене те çак паллă юбилее халалланă.

Ĕнер, майăн 18-мĕшĕнче, çулсерен иртекен тупăшусене Комсомольски вăрман уçланкине районти çамрăк армеецсем чылайăн пуçтарăнчĕç. Уява уçса район пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Г.М.Киргизов, республикăри çар комиссариачĕн Комсомольскипе Елĕк районĕсен уйрăмĕн начальникĕ А.А.Маурин, вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Н.А.Максимов, афганецсен районти совечĕн председателĕ В.Н.Гаврилов, «Единая Россия» партин районти уйрăмĕн представителĕ В.Н.Гаврилов тата ыттисем те çамрăксем умĕнче тухса калаçрĕç, вĕсене ăмăртусенче ăнăçусем сунчĕç. «Аслаçăрсем, аçусем пек паттăр, хăюллă пулăр»,— терĕç вĕсем.

Малтанхи кунах çамрăк армеецсем стройпа утрĕç, юрăсем мĕнле пĕлнине те кăтартса пачĕç. Кунта пĕринчен пĕри пултаруллăрах пулма тăрăшрĕç. Çапла пулмалла та ĕнтĕ вăл.

Тĕплĕнрех — çитес номерте.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика