14 мая 2010 г.
Манăн асатте — Михаил Алексеевич Бурмаков. Вăл Асанкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ. 16 çул тултарсанах Магнитогорск хулине тухса кайнă, электрослесаре вĕренме пикеннĕ. Унта пĕлÿ илнĕ хыççăн специальноçĕпе нумай вăхăт ĕçлеймест. Вăрçă пуçлансан тăван ене таврăнать. Асатте 1942 çулта çар ретне тăрать. Ăна Челябинск хулинче артиллери училищинче вĕрентеççĕ. Аслă сержант званине параççĕ те тÿрех вăрçă хирне яраççĕ.
Манăн асатте пĕрремĕш çапăçăва Орел хули патĕнче кĕрет. Вăл артиллери дивизионĕн уйрăмĕн командирĕ пулнă. Вĕсен расчечĕ пĕр хаяр çапăçура фашистсен 4 танкне лектерсе аркатать, çĕршер тăшмана пĕтерет. Уншăн манăн асаттене «Паттăрлăхшăн» медаль парса наградăлаççĕ.
Çакăн хыççăн Михаил Алексеевич Карачев, Брянск, Климовичи, Кричев тата ытти хуласене ирĕке кăларнă çĕре хутшăнать.
Пĕр хаяр çапăçура манăн асатте йывăр аманать. Госпитальте выртса тухнă хыççăн ăна разведка уйрăмне ертсе пыма шанаççĕ. Уйрăмах вăл Днепр шывĕ урлă каçнă çĕрте паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнă. Çакăншăн ăна Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ парса чысланă.
Ун хыççăн йывăр çапăçусемпе хамăр чикĕ урлă каçса Польша çĕрĕ çине кĕнĕ.
Манăн асатте Майданек концлагерьти тыткăна лекнисене куççуль витĕр аса илетчĕ.
Тăван ене вăл 1947 çулта старшина званипе таврăннă. Ялта учительницăра ĕçлекен Матрена Петровнăпа çемье çавăрнă.Вăрçă вăхăтĕнче юхăннă хуçалăха çĕклеме тăрăшнă.
Паянхи кун асатте пирĕнпе юнашар çук. Эпир ăна, 7 ачи, 20 мăнукĕ тата 23 мăн мăнукĕ, ырăпа кăна аса илетпĕр, унпа чăннипех те мухтанатпăр.
Источник: "Каçал Ен"