АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял пурнăçĕ çинчен çырăр, иртнине аса илĕр

15 мая 2010 г.

Халĕ эпир пурăнакан вырăнта IХ ĕмĕртех чăвашсем пурăннă. Тутар-монголсем шар кăтартнипе вĕсем тĕрлĕ çĕре тарса пытаннă.

Чăвашсем Раççей çĕр-шывĕпе пĕрлешнĕ хыççăн пурнăç урăхланнă. Пирĕн тăрăха хамăр йăх-несĕлсем каялла таврăннă. Вĕсем, тĕпрен илсен, паянхи Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпÿ, Шупашкар районĕсенчен килнĕ. Истори наукисен докторĕ, В.Д. Дмитриев профессор çырса кăтартнă тăрăх, Çĕрпÿел ялĕ (хăшĕ паллă мар) XVI ĕмĕртех пуçланса кайнă. 1630—1660 çулсенче пирĕн енне куçса килекенсем татах та йышланнă.

Паян вара Хырай Ĕнел ялĕ пирки тĕплĕнрех сăмах хускатасшăн. Л.Седова, Н.Улисова çырса илнĕ тăрăх, 300 çул каялла Куславкка районĕнчен Кĕтне тăрăхне виçĕ çемье килсе вырнаçнă. Ку факта тĕп-тĕрĕс палăртма çук ĕнтĕ. Вĕсем малтанах Кĕтне юхан шывĕн сулахай енче çурт-йĕр çавăрнă.

Час-часах вăрă-хурахсем тапăннипе унта пурăнакансем урăх çĕрелле куçнă. Малтан тĕпленнĕ вырăна халĕ те Кивçурт тесе палăртаççĕ. Çĕнĕ çĕрте те лăпланса пурăнма май килмен, хурахсем чăрмантарсах тăнă. Çавăнпа вĕсем Кĕтнен сылтăм енне куçса каяççĕ. Ун чухне ялта çичĕ çемье хăйсен пÿрчĕсемпе пурăнма пуçлать. Çулсем иртнĕçемĕн халăх йышланса пырать. Яла Хырай Ĕнел ят параççĕ. Вăл Куславкка районĕнчи Ĕнел ялĕпех çыхăннă. Пирĕн районта Ĕнел ялĕ татах та пур. Хирти Ĕнел. В.Дмитриев историк каланă тăрăх, унта пурăнакансем те Куславкка тăрăхĕнчен куçса килнĕ.

Çапла Хырай Ĕнел ялĕ пуçланса кайнăранпа 370 çултан кая мар тесе калама пулать. Кăçал унăн юбилей. Кам та пулсан ял историне çырса парсан аванччĕ. Аса илÿсем те пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Паллă çынсем, асра юлмалли самантсем те вулакансемшĕн интереслĕ. Çырăр, ял пирки каласа парăр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика