АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнтерÿри чăнлăх

15 мая 2010 г.

Совет халăхĕ тăватă çула тăсăлнă хаяр та аркатуллă вăрçăра фашистла Германие çĕнтернĕренпе 65 çул çитрĕ.

Фашистла Германи пирĕн çĕр-шыв çине сĕмсĕррĕн, вăрă-хурахла тапăннă хыççăн Совет Союзĕнче пурăнакан пĕтĕм халăх тăшмана хирĕç кар! çĕкленчĕ. Нимĕçсене хăвăртрах çапса аркатас тĕллевпе пин-пин çын хăйсен ирĕкĕпе фронта тухса кайнă. Никамăн та тăшман кулли пулас килмен, Тăван çĕр-шыв ирĕклĕхĕ, никама пăхăнманлăхĕ пуриншĕн те хаклă пулнă.

Фашистла Германи Европăри çĕр-шывсене пăхăнтарса хăйсемшĕн ĕçлеме, çапăçма явăçтарнă.

Гитлерăн «Барбаросса» планĕ тăрăх Хĕрлĕ Çара питĕ хăвăрт çапса аркатса (Блицкриг тенĕ ăна), хĕл лариччен пирĕн çĕр-шыва Урал тăвĕсем патне çитиччен оккупацилеме, халăха чуралăха илме, ытларахăшне вĕлерсе пĕтерме палăртнă.

1941 çулхи июнь — ноябрь уйăхĕсенче пирĕн çарсене питех те йывăр килчĕ. Тăшманăн самолечĕсем, танкĕсем ытларах пулнипе усă курса, нимĕнле çухатусене пăхмасăр, тăшман Мускав, Ленинград еннелле талпăннă. Пĕр хулана-яла çапăçусăр илеймен пулсан та, тăшман çĕнĕрен-çĕнĕ çар вăйĕсем кĕртсе пирĕн çĕр-шывăн пысăк пайне оккупацилерĕ, Мускав патне çитрĕ, Ленинграда ункăна çавăрса илчĕ.

Çав вăхăтра пирĕн правительство, Хĕрлĕ Çарăн тĕп командованийĕ тăшмана тытса чарма, контрнаступлени пуçлама тĕплĕн хатĕрленнĕ.

Раштав пуçламăшĕнче тăшманăн çар техникине, хĕç-пăшалне пăрахса хăварсах анăçалла чакма тиврĕ. Çуркунне çитиччен хăш-пĕр вырăнсенче пирĕн çарсем 400 километр таран тăшмана анăçалла хăваласа пырса, нумай хулапа яла ирĕке кăларчĕç. Ленинграда хÿтĕлекенсем, 900 кун ункăра пулсан та, тăшмана хулана кĕртмерĕç.

Çакна та каламасăр иртме çук. Вăрçăн малтанхи уйăхĕсенче анăçри облаçсенче вырнаçнă çар завочĕсене тăшман бомбăсем пăрахса пысăк чăрмав кÿнине пăхмасăр Урала, Çĕпĕре эвакуацилесе, вĕсене çĕнĕ вырăнта ик-виçĕ уйăхрах вырнаçтарса ĕçе кĕртме пултарчĕç. Паттăрлăх мар-и çакă!

Çĕнĕ çĕре вырнаçтарнă заводсем Хĕрлĕ Çар валли çар техники, хĕç-пăшал ытларах та ытларах парса тăма тытăнчĕç. Тылра ĕçлекен халăх темĕнле йывăрлăхсене те çĕнтерме пултарчĕ, ырми-канми фронт валли ĕçлерĕ, мĕн кирлине пурне те çителĕклĕ парса тăчĕ.

Гитлер Сталинграда илессине пысăк пĕлтерĕшлĕ шутланă, кунта чи вăйлă хĕç-пăшаланнă çарсене ярса тăнă. Сталинграда илнĕ çарсене чысласа Берлинта çар парадне ирттерме хатĕрленнĕ. Хулана аркатсан та тăшман илеймерĕ ăна, хăй пирĕн çарсен ункине лексе çĕршер-пиншер салтакне çухатрĕ.

Кун хыççăн та тăшман хăйĕн тĕллевĕнчен пăрăнасшăн пулмарĕ. 1943 çулхи çу кунĕсенче Курск пĕккинчи пирĕн çарсен пысăк ушкăнне ункăна çавăрса илсе пĕтерес тĕллевпе хаяр çапăçусем пуçларĕ. Совет Союзĕ те çак çапăçусене тĕплĕн хатĕрленнĕ. Тăшмана кунта та çапса аркатрĕç. Фашистла Германи çĕнтерес шанчăка çухатрĕ пулин те, Берлина иличченех мĕн пур вăйне пухса хирĕç тăчĕ.

Вăрçă пирĕн çĕр-шыва питех те пысăк сиен кÿчĕ. Нумай-нумай хула, ял, заводпа фабрика тата ытти те вутра арканчĕ. Нумай миллион çар çынни тата мирлĕ халăх пуçне хучĕ.

Çĕнтерÿ кунне çывхартас тесе пурнăçа, сывлăха шеллемесĕр кĕрешнĕ халăх чăн-чăн патриот пулнă, фронтра та, тылра та хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнă. Пурте мухтава тивĕç, вĕсене нихăçан та манмалла мар.

Вăрçă хыççăнхи çулсенчех ют çĕр-шывсенче те, хамăр халăх хушшинче те Совет Çĕнтерĕвне пĕчĕклетсе е вуçех пăсса кăтартакансем курăнма пуçларĕç, цензурăна пăрахăçланă хыççăн ун пеккисем йышланса кайрĕç. Хăйсене «историк» текенсем вăрçă историне пăсса çырма пуçларĕç.

Й.Геббельс тата ун юррине юрлакансем пирĕн Çĕнтерĕве çапларах хакланипе килĕшме çук. Сăмахран, Совет Союзĕ салтаксен йышĕпе çеç çĕнтерчĕ, унăн халăх нумай пулнă, юнпа çĕнтернĕ, терĕç.

Вăрçă пуçланнă тĕле СССР та халăх йышĕ 196 миллион чухлĕ пулнă. Фашистла Германипе вăл пăхăнтарнă çĕр-шывсен пĕтĕм халăх шучĕ 300 миллиона яхăн çитнĕ. Вăрçăн малтанхи тапхăрĕнче эпир анăçри облаçсене тата Балти çĕр-шывĕсене çухатрăмăр. Çакна пула мобилизаци резервĕ чылай чакнă. Фашистла Германи те çара пурне майлах мобилизациленĕ. Салтаксен шучĕпе çĕнтернĕ тени тĕрĕсе тухмасть.

1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнчен 1945 çулхи майăн 9-мĕшĕччен хăйсен ирĕкĕпе тата мобилизаци йĕркипе 29 миллион та 700 пин çын салтак тумĕ тăхăннă, вĕсенчен 900 пинĕ — хĕрсемпе хĕрарăмсем. Вăрçă вăхăтĕнче пурĕ 34,5 миллион çын çар служби витĕр тухнă. Фашистла Германипе унăн сателличĕсем 1939 — 1945 çулсенче çар службине 35 миллион çын ытла илнĕ. Çапăçакан çарсен пĕр тĕллев пулман. Эпир Тăван çĕр-шыв ирĕклĕхĕшĕн, хамăр пуянлăха сыхласа хăварассишĕн юн тăкнă.

Хĕрлĕ çар Германие штрафбатсем пулăшнипе çеç çĕнтерме пултарнă тенинче те тĕрĕслĕх çук. Чăн та, Оборона министрĕ Сталин 1942 çулхи июлĕн 28-мĕшĕнче 227 номерлĕ приказ кăларнă. Çарти дисциплинăна çирĕплетме штрафбатсем йĕркелеме тивнĕ. Фашистсен çарĕсем Мускав патĕнче чакакан «Никам çĕнтерейми çарĕнче» те дисциплина çирĕплетес тĕллевпе 100 штраф роти тата вуншар батальон пулнă. Заградотрядсем те йĕркеленĕ. 227-мĕш номерлĕ приказпа пире, фронтовиксене, паллаштарса алă пустарнă. Дисциплина çирĕпленнĕ. Çапах та приказсăр чакакан салтаксене заградотрядсем хĕç-пăшалпа чарнă тĕслĕхсем сахал пулнă. Пирĕн штрафбатсенче 27 пин салтакпа офицер е пĕтĕм çарăн 1,5 проценчĕ чухлĕ çеç пулсан, фашистсен çарĕнче 1,5 миллион штрафник çапăçнă.

Хăш-пĕр историксем Совет Союзĕ 1939 çулта Германипе пĕр-пĕрне тапăнмалла марри çинчен Договор тумасан вăрçă пуçланман пулĕччĕ тесе СССРа айăплама пăхаççĕ. Нимĕç фашисчĕсем 1933 çулта влаçа илсенех СССР çине вăрçăпа тухма хатĕрленме пуçлани паллă.

Вăрçă вăхăчĕ хăрушă пулнă. Совет Союзĕн пĕтĕм халăхĕ — фронтовиксем те, тыл ĕçченĕсем те чăн-чăн патриотсем пулнă, пурнăçне, сывлăхне шеллемесĕр тăшманпа хăюлăхпа паттăрлăх кăтартса кĕрешнĕ. Çĕнтерÿçĕсене яланах ырăпа асăнса хисеплемелле, никама та манмалла мар.

Р.МОИСЕЕВ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика