АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасен ĕçĕсен фестивалĕ пулать

15 мая 2010 г.

Район пуçлăхĕн Г.Волковăн парнине çĕнсе илессишĕн «Тĕнче – ачасен куçĕпе: Тăван çĕр-шывăм» ятпа йăлана кĕнĕ ача-пăча ÿкерчĕкĕсен фестивалĕ пулать. Вăл кăçалхипе виççĕмĕш хут иртет. Ăна вĕрентекен çулталăкне тата Чăваш Ене туса хунăранпа 90 çул çитнине халалланă. Фестивале районти искусство шкулĕ, вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕ «Дети Чувашии 2007— 2010» республикăри тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн йĕркелеççĕ.

Конкурс тĕллевĕ — çемьери килĕшÿлĕхе, сывă пурнăç йĕркине тытса пынине, чăваш халăх наци культурине тата историллĕ йăли-йĕркине пĕлнине аталантарасси тата ытти те. Çавăн пекех талантлă ачасемпе çамрăксене тупса палăртасси те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать.

Ĕçсене виçĕ ушкăна уйăрса хаклаççĕ. Кĕçĕннисем — 7 çултан 10 çулччен, вăтаммисем —11–13 çулсенчисем, аслисем —14—17 çулсенчисем.

Фестиваль кăçалхи июнĕн 1-мĕшĕнче районти искусство шкулĕнче 10 сехетре пуçланать. Чи лайăх ĕçсен авторĕсене I, II, III степеньлĕ дипломсемпе, призсемпе е укçан премисемпе наградăлаççĕ.

Тĕплĕнрех 5-14-64 телефонпа ыйтса пĕлме пулать.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика