АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Музей яланах хапăл туса кĕтĕ

15 мая 2010 г.

Часах, майăн 18-мĕшĕнче, Пĕтĕм тĕнчери музейсен кунне уявлăпăр. Пурнăçра пурте кивелет. Музейри экспонатсен пĕлтерĕшĕ вара нихăçан та çухалмасть. Пачах урăхла, мĕн чухлĕ нумай вăхăт иртет, экспонатăн пĕлтерĕшĕ, хакĕ çавăн чухлĕ ÿссе пырать.

Районти «Çĕр тата çынсем» халăх музейĕн тĕп тĕллевĕ – район историне пуçтарса тĕпчесси, музей фондне пуянлатасси, вĕсене упраса хăварасси.

Чăн малтанах район музейне йĕркелесе яраканĕ, учитель, таврапĕлÿçĕ, Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕ Б.Г.Кокорев пулнă. Вăл музей аталанăвĕшĕн нумай тăрăшнă: экспедицисем йĕркеленĕ, документсемпе тĕрлĕрен историллĕ япаласем пуçтарнă.

1998 çулта искусство шкулне йĕркелесе музей тăваççĕ. Тепĕр çултан вара, июнĕн 12-мĕшĕнче, «Çĕр тата çынсем» район музейĕ уçăлать.

Музейри реконструкци ĕçĕсене районти çынсен вăйĕпе тунă. Ăна çĕнетес ĕçре А.Е.Токмаков, В.И.Кириллов, А.И.Кириллов, Чăваш Республикин халăх художникĕ К.В.Владимиров тата ыттисем те нумай тăрăшнă. Вĕсем район историйĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç тунă. Кун çинчен курма килекенсенчен нумай ăшă, ырă сăмах илтме пулать. Журнал çине çырса хăварнисем те çавна çирĕплетеççĕ.

Музейра тĕрлĕрен мероприятисем – уроксем, экскурсисем, куравсем иртеççĕ.

Паянхи кун унта Аслă Çĕнтерĕве 65 çул çитнине халалланă «Вспомним всех поименно» курав ĕçлет. Кунта ветерансен, вăрçăра пуçне хунисен сăн ÿкерчĕкĕсене, документсене, наградисене вырнаçтарнă.

Ялти клубсенче те куçса çÿрекен куравсем йĕркелетпĕр.

Музей çумĕнче «Разноцветие народных узоров» кружок ĕçлет. Ачасем чăваш наци тĕррисен вăрттăнлăхĕпе паллашаççĕ. Музей ĕçченĕсем унчченхи тата хальхи пурнăç çыхăнăвне упраса пурăнаççĕ. Çакă историе, культурăна сыхласа хăварассинче питĕ пысăк вырăн йышăнать.

Пĕтĕм тĕнчери музейсен кунĕнче, майăн 18-мĕшĕнче, уçă алăксен кунĕ иртет. Килсе курас е музей фондне пуянлатас тĕллевлисене «Çĕр тата çынсем» халăх музейне чĕнетпĕр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика