15 мая 2010 г.
Çынсен сывлăхне çирĕплетес тĕллевпе пирĕн Чăваш Енре физкультурăпа спорт комплексĕсем тăвасси темиçе çул каяллах пуçланнă. Нумай районта ĕçлеççĕ вĕсем паян кун. Çитес çулхи çуркунне вара Комсомольскинче те спорт çурчĕ хута кайĕ. Çакна çирĕплетсех калама пулать, мĕншĕн тесен майăн 12-мĕшĕнче унăн пулас территорийĕнче хатĕрленÿ ĕçĕсене пуçласси пирки пирвайхи канашлу иртрĕ. Район администраци пуçлăхĕн çумĕ, капиталлă строительство пайĕн начальникĕ Б.Каринкинпа Н.Алексеев архитектор, «АККОРтехпроект» проект институчĕ» АУО тĕп инженерĕ В.Таньков, «Водоснабжения» ПМК» ООО прорабĕ А.Антонов строительство валли юрăхлă вырăн палăртрĕç, ĕçсен календарлă планне пăхса тухрĕç. Çавăн пекех специалистсем объект пулмалли лаптăкра палăрту, виçев ĕçĕсене пуçларĕç.
Физкультурăпа спорт комплексне тума «Раççей Федерацийĕнче физкультурăпа спорта 2006 — 2015 çулсенче аталантарасси» федераллă тата республика шайĕнчи пĕр ятлă тĕллевлĕ программăсемпе килĕшÿллĕн укçа-тенкĕ уйăраççĕ.
Пулас ФСК проектне Шупашкарти «АККОРтехпроект» проект институчĕ» АУО хатĕрленĕ. Тĕп подрядчикĕ вара «Водоснабжения» ПМК» ООО пулать.