12 мая 2010 г.
Иртнĕ кунсенче районта футбол турнирĕ вĕçленчĕ. Кĕçĕн ушкăнта (1999—2000 çулта çуралнисем) урмаелсем пĕрремĕш, çĕнĕмăратсем иккĕмĕш, аслăчурачăксем виççĕмĕш вырăна тухрĕç. Вăтам ушкăнра Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче вĕренекенсене çитекенни пулмарĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене тукаймишерсемпе аслăчурачăксем тухрĕç. Тĕп ушкăнри командăсем хушшинче те хĕрÿ тупăшу иртрĕ. Унта Урмаел вăтам шкулĕнче вĕренекенсем пĕрремĕш, Аслă Чурачăк – иккĕмĕш, Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ — виççĕмĕш.
Аслă ушкăнри ачасенчен нĕркеçсем пĕрремĕшсем, урмаелсем виççĕмĕшсем пулчĕç. Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче вĕренекенсем иккĕмĕш вырăна тивĕçрĕç.
Ушкăнсенчи пĕрремĕш вырăнсене тивĕçнĕ командăсем республика шайĕнче район чысне хÿтĕлĕç.
Источник: "Каçал Ен"