АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçе чунтан парăннă

12 мая 2010 г.

Хырай Ĕнел ялĕнче пурăнакан Альбина Григорьевна Лебедева шкулта аслă пионервожатăйра 40 çул ĕçленĕ. Чылай çул музыка, рисовани предмечĕсене те вĕрентнĕ. Ачасене тарăн пĕлÿ, тĕрĕс воспитани парасси çăмăл мар. Çак профессине суйласа илнĕ çынсене яланах тав сăмахĕ калас килет. Хăйĕн ĕçне чунтан парăннăскер, пин-пин ачана пурнăçра хăйсен вырăнне тупма, анлă çул çине тăма пулăшнă.

Альбина Григорьевна Хырай Ĕнел шкулĕнче вожатăйра 1961 çултан ĕçлеме пикеннĕ. Хĕре вăтам шкул пĕтернĕ хыççăнах унта янă. Кунта ĕçленĕ хушăрах çамрăк вожатăй Канашри педагогика училищине куçăмсăр майпа вĕренсе тухать.

Вожатăй ĕçĕпе çыхăннă аса илÿ нумай унăн. Ун чухне пионерсен отрячĕсем паттăрсен ячĕсемпе хисепленсе тăнă. А.Лебедева ертсе пынипе хĕрлĕ галстуклă ачасем паттăрсем çинчен нумай тĕпчев ĕçĕ туса ирттернĕ, тĕрлĕ альбом хатĕрленĕ. Кашни çулах вĕренекенсемпе экскурсисене, походсене çÿренĕ. Вĕсем Шупашкар, Ульяновск, Хусан хулисене темиçе хутчен те çитсе курнă. Мĕн чухлĕ концертпа спектакль хатĕрленсе кăтартман-ши клубра ялти халăха? Хаваслă та интереслĕ ирттерме тăрăшнă ачасен пушă вăхăтне. Тен, çавăнпа пулĕ, халĕ те ырăпа кăна аса илеççĕ Альбина Григорьевна ирттернĕ мероприятисене унăн вĕренекенĕсем.

Вĕрентÿпе воспитани ĕçĕнчи пултарулăхшăн А.Лебедевăна пĕр хутчен кăна мар Хисеп грамотисемпе парнесем парса чысланă. Вăл «Вожатый-методист» ята та тивĕçнĕ.

Обществăлла ĕçсенчен те пăрăнса юлман Альбина Григорьевна. Пропагандистра тăрăшнă, суйлавсенчен те айккинче юлман, парторганизаци секретарĕнче ĕçленĕ.

Пултаруллă педагог халĕ тивĕçлĕ канура. Апла пулин те вăл шкулпа, вĕренекенсемпе тачă çыхăну тытать. Ăна шкул ачисем тăтăшах тĕл пулăва чĕнеççĕ.

А.Лебедева мăшăрĕпе 3 ача пăхса çитĕнтерсе тивĕçлĕ воспитанипе пĕлÿ парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Вĕсене 5 мăнукĕ кичемленме памаççĕ. Тăтăшах хăнана килсе çÿреççĕ, май килнĕ таран пулăшаççĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика