12 мая 2010 г.
Майăн 17-мĕшĕнче — ачасен Пĕтĕм тĕнчери «шанчăк» телефонĕн кунĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ – ачасене çемьере, шкулта хаяррăн тыткаланине тупса палăртасси, нушаланса пурăнакан çамрăксене пулăшу парасси.
Кăçал вăл çакăн пек девизпа иртет: «Шанчăк телефонĕ çинчен каласа пани — ачасен хăрушсăрлăхĕшĕн утăм туни». Районти шкулсенче майăн
10—17-мĕшĕсенче пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсĕсен предмечĕпе «Ачасен хăрушсăрлăхĕшĕн утăм ту» темăпа уроксем иртмелле. Унсăр пуçне пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсен сайчĕсем çинче те çак темăпа баннерсем уçма палăртнă. Районти диагностикăпа консультаци центрĕ майăн 17-мĕшĕнче уçă алăксен кунне ирттерет. Çавна май ачасем, ашшĕ-амăшĕсем хăйсене кăсăклантаракан ыйтусемпе пирĕн пата килме шăнкăравлама пултараççĕ. Эпир сирĕн ыйтусем çине хуравлама яланах хавас.
Пулăшу кирлĕ пулсан çак телефонсемпе шăнкăравлăр: районти тĕп больницăри шанчăк телефонĕ — 5-24-37.
Диагностикăпа консультаци центрĕн телефонĕ: 5-24-57. Шупашкарти психологи пулăшăвĕн центрĕн телефонĕсем: 8(8352)42-01-29, 42-31-31. Вăтанса, хăраса ан тăрăр. Хăвăра йывăр пулсан пирĕнпе çыхăнма тăрăшăр. Эпир май килнĕ таран пулăшăпăр.
Источник: "Каçал Ен"