08 мая 2010 г.
Эпир Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче çапăçнă, пуç хунă, юн тăкнă çынсене манмастпăр. Вĕсене тав сăмахĕсем калатпăр.
Акă майăн 9-мĕшĕнче, Аслă Çĕнтерÿ пулнă кун, ветерансене асăнса ентешлĕхĕн «Кĕтне», Комсомольски район командисем футбол площадкине тухаççĕ. Кам кама çĕнтерĕ? Чи кирли — ветерансене сума суни. Ку ăмăртăва районта çуралса ÿснĕ чылай çын хутшăнĕ. Вăйă 11 сехетре стадионра пуçланать. Футболпа интересленекенсене унта чĕнетпĕр.
Источник: "Каçал Ен"