АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрçăра çапăçнă, тĕрлĕ çĕрте тăрăшнă

08 мая 2010 г.

Çĕнĕ Сĕнтĕрте çуралса ÿснĕ Петр Николаевич Паймушин 17 çултах салтак шинелĕ тăхăннă. 1943 çулхи ноябрьтен, 1944 çулхи май уйăхĕччен 357-мĕш стрелковăй полкра пулнă.

Пĕр хаяр çапăçура мина ванчăкĕпе аманнă. Нумай вăхăт госпитальте выртнă. Тăван ене «Паттăрлăхшăн» медальпе таврăннă.

Каярахпа колхозра ĕçленĕ. 1953—1956 çулсенче Петр пĕлĕвне анлăлатма тăрăшать, техникума вĕренме кĕрет. ВЛКСМ райкомĕнче те ĕçлет. Хăй ăста организатор пулнине çирĕплетсе парать. Çавăнпа та ăна 1959 çулта районти физкультурăпа спорт комитечĕн председательне çирĕплетеççĕ. Унта вăл 1962 çулччен тăрăшать.

Каярахпа пурнăç çулĕ ăна Анат Тагил хулине илсе çитерет. Пĕр вăхăт унти пурăнмалли çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăхри спорт обществин инструкторĕнче ĕçлет.

1969 — 1976 çулсенче çак хуларах СУ-3 организацире аслă инструктор, мастер, прораб пулса тăрăшать.

Чун-чĕри тăван енех туртать ун. Кунта та строительство енĕпех вăй хурать. 1976 —1978 çулсенче СМУ-н Канашри татаТăвайри участокĕсенче тăрăшать. Хастар ĕçшĕн чылай наградăсене тивĕçнĕ. Мăшăрĕпе пĕрле 2 ача пăхса çитĕнтернĕ.

Шел, халĕ вăл пурнăçран уйрăлнă.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика