08 мая 2010 г.
Хĕр вăл вăхăтра шкулта кăна вĕреннĕ. «Йышлă çемьере ÿснĕ эпĕ. Аттепе анне, Пелагея Кирилловнăпа Василий Леонтьевич, 6 ача çуратнă. Атте колхоз председателĕнче ĕçлетчĕ. Шел пулин те, 1940 çулта вăл сарăмсăр çĕре кĕчĕ. Пĕтĕм терт-нуши анне хулпуççийĕ çине тиенчĕ. Çемьери аслăраххисем кăна мар, эпир те, кĕçĕннисем, май килнĕ таран аннене пулăшнă. Çуллахи вăхăтра куллен колхоз уй-хирĕнче тар тăкнă»,— аса илчĕ ватă хăйĕн çамрăклăхне.
Санька аппан чи юратнă тетĕшĕ вара Иван пулнă. Каччă аслăрах тетĕшĕпе, Николайпа, 1939 çулта Патăрьелĕнчи педагогика училищинчен вĕренсе тухаççĕ. Иккĕшне те Елчĕк районне ĕçлеме яраççĕ.
— 1939 çулта октябрь уйăхĕнче Иван Смирнова Горький хулине кĕçĕн командира вĕренме илсе кайрĕç,— аса илчĕ малалла Александра Васильевна. Унтан 1940 çулта ăна Белая Церковь хулине куçараççĕ, каярахпа вара – Томска. Пĕррехинче Иван Николай патне телеграмма янăччĕ. Вĕсен поездчĕ Канаш хули витĕр кайнине пĕлтернĕччĕ. Анчах та аслă пичче каланă вăхăта çитсен те Ивана тĕл пулаймасть, вĕсен поезчĕ пĕр кун маларах иртсе кайнă пулнă. Çемйипех кулянтăмăр кун пирки...
Иван Васильевич вăрçă хирĕнчен чĕрене пусăракан çырусем пĕрре те çырман. Кашни çырăвĕнчех тăшмана çапса аркатасси çинчен пĕлтернĕ. «Иван тете çырăвĕсене вырăсла çыратчĕ, мана та çав чĕлхепех çырма ыйтатчĕ. Юлташĕсем те эпĕ çырнă çырусене вуласа ăшăлăха туйнă»,— каласа пачĕ Санькка аппа.
1942 çулта февраль уйăхĕнче тăван ене пирĕн ентеш Иван Смирнов пулеметчик , аслă лейтенант паттăрла вилни пирки хыпар çитнĕ.
Вырăс тата чăваш поэчĕсем те манман ăна, паттăрсен вилĕмĕпе пуçне хунă ентеше, сахал мар поэма халалланă.
Александра Васильевна мăшăрĕпе, Петр Григорьевичпа, икĕ ывăл та 3 хĕр çуратса ÿстернĕ, пурнăç çулĕ çине тăратнă. 84-мĕш çул çинче пырать пулсан та, Санька аппа пит правур калаçать, телевизор пăхма кăмăллать. Ачисемпе кĕсье телефонĕпе тăтăшах çыхăну тытать.
Ман шутпа, ватăсене чи кирли – чĕререн тухнă ăшă сăмах тата кулленхи пурнăçра кил-тĕрĕшри ĕçсене пурнăçлама пулăшни. Эпир ÿснĕ вăхăтра Тимур командисем пурччĕ. Вăрçăра вилнĕ салтаксен арăмĕсене, вĕсен тăванĕсене тата вăрçă суранĕсене пула нуша-терт курнă ытти çынсене хуçалăхра тĕрлĕрен ĕç туса пулăшаттăмăр. «Ватă çынна пăхакан хăй те сăвап куракан»,— теççĕ халăхра. Çĕнтерÿ юбилейĕнче çеç мар, ахаль чухне те ветерансен канлĕхĕшĕн тимлесчĕ.
Источник: "Каçал Ен"