АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Атте вăрçă ветеранĕ, эпир салтаксем пулнă

08 мая 2010 г.

Манăн атте – Ананий Иванович Чубаев кĕçĕн сержант, 1917 çулта Хирти Выçли ялĕнче çуралнă. Октябрь тантăшĕ тенĕ ăна. Мĕншĕн тесен шăп та лăп октябрĕн 7-мĕшĕнче кун çути курнă вăл. 1939 çулта аттене Хĕрлĕ çар ретне илеççĕ. Вăл гаубицăлла полка тупăсене лашапа турттарнă çĕре лекет. «Ултă лашапа пĕр туппа турттараттăмăр, эпĕ ездовой пулнă, туппи питĕ аякран пемелличчĕ, гаубица теççĕ ăна»,— каласа паратчĕ вăл эпир пĕчĕк чухне. Кайран ăна наводчике çирĕплетеççĕ, тупă расчечĕн командирĕ туса хураççĕ. Вĕсен полкне Мускав çывăхĕнчен Инçет Хĕвелтухăçне куçараççĕ, паромсемпе Парамушир утравĕ çине илсе каяççĕ. Кунта та японецсемпе çапăçма тивет. Унăн Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ çумне «Японие çĕнтернĕшĕн» медаль хутшăнать. 1946 çулччен Хĕрлĕ çар ретĕнче службăра тăрать вăл. Киле таврăнсан колхоз председателĕнче, бригадирта ĕçлет. Унăн Отечественнăй вăрçăн 2 степеньлĕ орденĕ, нумай медаль пур. Мĕн пиртен уйрăлса кайичченех строительство бригадирĕнче ĕçленĕ. Вĕсем тунă выльăх витисем халĕ те пур, «Дружба» кооперативĕнче. Хăйĕн хыççăн тарăн йĕр хăварчĕ, пилĕк ачине пăхса çитĕнтерчĕ. Анне, Анна Гурьевна, ĕмĕрĕпех ăна пулăшса пынă. Пирĕнни пек çирĕп çемье сахал вăл. Аттепе аннерен пĕр усал сăмах илтмен. Сăпайлă, тирпейлĕ çынсемччĕ, тăватă ывăлне те çĕр-шыва юрăхлĕ çынсем турĕç. Ун чухне «салтака юрăхлă çынсем пулăр» тетчĕç. Унта кайман яшсемпе хĕрсем те калаçман, япăх каччă тесе шутланă.

Эпĕ 1966 çулта Аслă Чурачăк вăтам шкулне вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти МЭИ филиалне вĕренме кĕтĕм. Анчах унта вĕренме манăн кăмăла каймарĕ, салтака каяс килетчĕ. Сентябрь вĕçĕнче çар комиссариатĕнчен повестка çитрĕ. Эпĕ студент тесе çартан та юлма пултарнă. МЭИ-рен вĕренме пăрахсах салтака тухса кайрăм. Уншăн пĕрре те кулянмастăп, кайран та, çартан килсен, университет пĕтерме ĕлкĕртĕм.

Эпир ПВО çарĕсенче, РТВ полкĕнче, çыхăну ротинче службăра тăтăмăр. Кашни кунах команднăй пункта дежурствăна каяттăмăр. Çĕр айĕнче вырнаçнăскерĕнче ултшар сехет тăраттăмăр, унтан тĕрлĕрен занятисем пулатчĕç, кăшт кăна çывăрнă хыççăн татах сменăна каятпăр. Кунпа çĕр иртни те сисĕнместчĕ. Мана смена начальникĕ туса хучĕç, кĕçĕн сержант званийĕ пачĕç. Унтан взвод командирĕн заместителĕ пулма шанчĕç. Пирĕн взводра 13 наци ачисемчĕ. Ун пек туслăха эпĕ нихăçан та курман. Çакă вăл çарта уйрăмах палăрать. Эпĕ, чăваш ачи, вĕсен командирĕ пулнă. Тутар каччипе, Шамсутдин Камаловпа, шăллĕпе пиччĕшĕ пек пурăнтăмăр. Унтан мана команднăй пункт дежурнăйĕн командирне уйăрса лартрĕç. Начальник Горюнов майор мана хăйĕн шăллĕ вырăннех хуратчĕ. Запасри офицерсем хатĕрлекен шкултан вĕренсе тухма та май тупрăм. Çарпа политика шкулĕ тетчĕç ăна. Пурнăçра çакă нумай пулăшрĕ. Университета кĕме те май пачĕ. Виçĕ çул ытла çарта пулнă хыççăн йĕркеллех киле таврăнтăм. Тăван çĕр-шыва атте пек сыхлама пултарнăшăн эпĕ савăнатăп.

Манăн шăллăм, Ваня, сержантсем хатĕрлекен шкулта пулнă хыççăн Брянск хули çывăхĕнче службăра тăчĕ. Темиçе хутчен те командованирен Хисеп хучĕ илме тивĕç пулнă. Çартан таврăнсан Мордва университечĕн строительство факультетне вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Саранск хулинче промышленноç строительствин генеральнăй директорĕнче ĕçлет.

Тепĕр шăллăм, Гена, Инçет Хĕвелтухăçне атте службăра тăнă çĕре чукун çул çарне лекрĕ. Нумай кĕперпе чукун çул тунă çĕре хутшăннă вăл. Вынино портĕнче те пулнă, салтак аттине сахал мар çĕтнĕ.

Кĕçĕн шăллăм, Володя, Германи çĕрĕнче водитель пулса службăра тăчĕ. Вăл та атте ятне яман. Пĕрремĕш класлă шофер пулса килчĕ. Нихăçан та шăллăмсенчен çарта вăхăт ахаль иртрĕ тесе каланине илтмен. Мухтанатпăр эпир салтака юрăхлă пулнипе.

Пирĕн касра çуралса ÿснĕ вăрçă ветеранĕсен ачисем пурте салтакра пулнă. Сăмахран, Василий Черновăн тăватă ывăлĕ, Николай Гордеевăн виçĕ ывăлĕ, Мефодипе Тихон Розовсен, Носовсен ывăлĕсем пурте — запасри сержантсемпе офицерсем. Халĕ мăнуксем часах çар ретне тăрĕç. Пирĕн çĕр-шыв газпа, нефтьпе, вăрманпа çеç мухтанмалла мар, çыннисем хăйсем ылтăнран хаклăрах. Ветерансен ятне эпир, пирĕн ывăлсем нихăçан ямĕç. Сăмах май каласан, манăн ывăл Владик, ветеран мăнукĕ, службăра çыхăнуçă пулчĕ. Казахстанра çĕр-шыва сыхланă. Çапла, ветерансен чысĕ пире çунат хушать. Эпир вĕсен ятне-шывне çĕре ÿкермĕпĕр. Аслисен ĕçне мăнукĕсемпе вĕсен ачисем тăсаççĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика