АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Саккун вăрçă ветеранĕсемшĕн

08 мая 2010 г.

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин инваличĕсене, участникĕсене тата вĕсен çемье членĕсене пурăнмалли вырăнпа тивĕçтерес енĕпе районти социаллă хÿтлĕх пайĕн ĕçченĕсем нумай тăрăшаççĕ. Çак ĕçпе паллашас тесе, районти социаллă хÿтлĕх пайĕн ертсе пыракан специалисчĕпе Е.А.Челаковăпа курса калаçрăм.

— Екатерина Аркадьевна, патшалăх Аслă Çĕнтерÿ 65 çул тултарнă тĕле вăрçă ветеранĕсемпе инваличĕсен пурнăç условийĕсене лайăхлатма палăртнине туллин пурнăçлать. Паянхи кун асăннă категорие кĕрекенсенчен миçе çын черетре тăрать?

— Районта Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем, инваличĕсем, вĕсемпе танлаштарнисем 317-ĕн пурăнаççĕ. Вăл шутра вăрçă ветеранĕсемпе инваличĕсем, вĕсемпе танлаштарнисем 82 çын, вилнĕ вăрçă инваличĕсен, участникĕсен, тĕрлĕ çапăçу ветеранĕсен çемйисен членĕсем 235 çын. Пурнăç условийĕсене лайăхлатма шута илнисен списокĕнче асăннă категорисенчи 38 гражданин тăрать. Паянхи кун вĕсенчен 21-шĕ пĕр хутчен укçа-тенкĕ тÿлевĕ паракан свидетельствăна тивĕçнĕ. Ыттисем документсем хатĕрлеççĕ.

Чăваш Республикинче пурăнмалли çурт-йĕр условисене лайăхлатас енĕпе «О регулировании жилищных отношений» саккун та пур. Унпа килĕшÿллĕн пурнăç условийĕсене лайăхлатма тивĕçлĕ çынсене вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче шута илсе пыраççĕ.

— Юбилей çулĕнче тата мĕнле мероприятисем йĕркелетĕр?

— Кăçал Шупашкарта иртекен парада районтан 3 çын хутшăнĕ. Вĕсене ятарлă машинăпа илсе кайса килме палăртнă.

Акă Ревокат Прохорович Моисеев ветеран Санкт-Петербург хулине тÿлевсĕр майпа çитсе килме пултарчĕ. Çавăн пекех Çĕнтерÿ кунĕнче 103 ентеш апат-çимĕç наборĕ илĕ.

Çитес кунсенче вăрçă ветеранĕсемпе инваличĕсем, вĕсемпе танлаштарнисем, тылри ĕçченсем ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн Аслă Çĕнтерÿ уявĕ ячĕпе янă (пин çын ытла) саламлă Çырăвне илĕç. «Ветерансене лайăх та хăтлă пурнăç туса парасси – халь пурăнакансен тивĕçĕ»,— тенĕ унта. Район пуçлăхĕн Г.Ф.Волковăн Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе саламласа янă Çырăвне те районти 82 ветеран çитес кунсенче илĕ.

— Калаçушăн тавтапуç.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика