АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырăпа кăна асăнаççĕ

08 мая 2010 г.

Сăмахăм ман Çĕнĕ Каçал ялĕнче пурăнакан Елена Игнатьевна Добросмыслова (Никитина) çинчен пырать. Вăл хамăр районти Вăрманхĕрри Чурачăк ялĕнче çуралса ÿснĕ. Çемьере 6 хĕр пулнă. Ашшĕ салтакран сусăрланса таврăнать. Ывăл пулманран çемьене хĕн килнĕ. Малтан ака-суха ĕçĕсене аслă хĕрĕсем, Маруçпа Санюк, пурнăçланă.

1930 çулсенче колхоз йĕркеленсенех, Игнатий Никитин чи малтан колхоза кĕнĕ. Каярахпа пĕтĕм çемйипе пĕрлешÿллĕ хуçалăхра ĕçлеме тытăннă. Çапла майпа вĕсем пăртак ал-ура çавăрса яма пултарнă.

1933 çулта сакăр çулхи Елена ялти пуçламăш шкула каять. Каллех хурлăх сиксе тухать, амăшĕ вăхăтсăр вилет. Аппăшĕ, Марфа, Канашри пед- училище пĕтернĕ хыççăн, Йĕпреç районĕнчи Пысăк Упакассинче вĕрентме пуçлать. Унран тĕслĕх илсе ÿсет Елена, учитель пулма ĕмĕтленет: шкулта аван ĕлкĕрсе пырать. Ашшĕ-амăш пухăвĕнчен таврăннă И.Никитин хĕрне ыталаса илет, Еленăна шкулта ла-йăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пынăшăн ăна ырланă иккен.

Ялта тăватă класс пĕтерсен малалла пĕлÿ илме 4 çухрăма çÿреме тивнĕ. Çие тăхăнмалли пулман, ашшĕ вара ăна аппăшĕ ĕçлекен. Пысăк Упакассине вĕренме ярать.

1942 çулта 16 çулхи хĕре Хусанпа Пăва хушшинче чукун çул тăвас ĕçе вĕçлеме яраççĕ. Вăл вăхăтра техника пулман, пурне те алă вĕççĕн тунă. Вăйпитти хĕрарăмсем пысăк чукмарсемпе çĕре таккаса хытарнă. Çамрăккисем наçилккепе çĕр, хăйăр, тăм йăтнă.

Август уйăхĕнче 5 чăваш хĕрĕ çуранах тăван ене килме çул тытаççĕ. Пĕлмен вырăнсемпе вăрман витĕр утаççĕ. 100—150 çухрăм çара уран утса тухаççĕ. Киле çитсен тепĕр кунне Елена Игнатьевна урисемпе пусайман та.

Вăл 1943 çулта 10 класа лайăх паллăсемпе пĕтерет. Кĕçех ăна фронта кайма повестка параççĕ. Анчах та тепĕр кунне РОНОна чĕнсе илеççĕ. Арçынсем вăрçăра, учительсем çитмеççĕ. Елена Игнатьевнăна Хирти Сĕнтĕре ĕçлеме кайма сĕнеççĕ. Хĕр хирĕçленипе Çĕнĕ Мăрата яраççĕ. Кунта 3 уйăх тăрăшнă хыççăн Асанкассине куçараççĕ. Унта 15 çул ĕçлет. Кирек хăш шкулта тăрăшсан та Е.Добросмыслова ырă сăмахсем çеç илтнĕ. Унăн вĕренекенĕсенчен чылайăшĕ аслă пĕлÿллĕ, яваплă ĕçсенче тăрăшаççĕ. Вĕрентекен профессине суйласа илнисем çеç 12-ĕн. Вĕсем ăна манмаççĕ, уявсенче салам сăмахĕсем яраççĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика