АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йывăрлăха çĕнтернисем

05 мая 2010 г.

 

Ертÿçĕсен ĕçĕ нихăçан та çăмăл пулман. Пулас та çук. Чăн та, вĕсен ĕçне ăмсанакан сахал мар: çăмăл ĕçпех ырă курса пурăннă пек туйăнать хăшĕсене. Ваттисем ахаль каламан: «Çын аллинчи кукăль пысăк, тутлăрах пек туйăнать».

Вăрçă вăхăтĕнче çÿлти органсенчен çине-çине çирĕп заданисем пулнă: патшалăха планран ирттерсе тырă памалла, аш-какай, сĕт-çу тата ытти те васкасах тăратмалла, самăртмалла. Ку çеç-и. Арçынсем фронта кайнипе ĕç вăйĕ чакнă пулин те, ял хуçалăх ĕçĕсĕр пуçне таçта та çынсем кирлĕ пулнă: оборона сооруженийĕсем тума, аэродромсем хатĕрлеме, вăрман касма, торф кăларма ямалла. Оборона завочĕсенче ĕçлеме те, ФЗО шкулне яма та задани хыççăн задани килнĕ. Мĕн чухлĕ апат-çимĕç продукцийĕ, миçе çын уйăрса ямаллине кăтартсах панă. Ун чухлĕ пама е яма майĕ çук тенине никам та шута илмен.

Кунсăр пуçне ял Совечĕн, колхоз правленийĕ налукĕшĕн те, заемĕшĕн те явап тытмалла пулнă. Кашни уйрăм хуçалăх патшалăха аш-какай, сĕт-çу, çăмарта тата ыттине патăр тесе çирĕп ыйтнă пуçлăхсенчен.

Çав вăхăтрах фронтовиксен çемйисене, вăрçăра аманса таврăннисене те пулăшмалла, эвакуаципе килнĕ çынсене вырнаçтармалла, пурăнма условисем туса памалла. Вăрçăччен ертÿ-çĕре арçынсем çеç ĕçленĕ. Вĕсем фронта кайсан мĕн пур ĕç хĕрарăмсемпе çамрăксем çине тиеннĕ.

Мĕнле йывăр пулсан та ер-тÿçĕсенчен ытларахăшĕ çак лава ăнăçлăнах туртнă, çĕнтерÿшĕн вăй-халне, сывлăхне пăхмасăр тăрмашнă. Йывăр условисенче те тыр-пул тухăçне ÿстерме, выльăх ĕрчетме, фронт валли мĕн кирлине ытларах пама майсем тупнă. Акă, председатель фронта кайсан, «Трактор» колхоз тилхепине Татьяна Иванова комсомолкăна шанса панă.

Çак хĕре председателе суйласа халăх йăнăшман. Татьяна ĕçе пысăк пултарулăхпа туса пынă, çынсемпе ĕçлес ăсталăхĕ пулнă унăн. Вăрçă çулĕсенче колхоз тыр-пул туса илессипе, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе те малтисен ретне тухнă.

Патшалăх заданийĕсене вăхăтра пурнăçлама пултарнă. Çак хуçалăх йывăр çулсенче те фермăсенчи выльăхсен йышне икĕ хут ÿстернĕ. Вăрçă вăхăтĕнче тунă çитĕнÿсемшĕн Татьяна Илларионовнăна Ленин орденĕпе наградăланă. Каярах вăл Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне тивĕçнĕ. РСФСР Аслă Советне те суйланă ăна.

1944 çулта вăйлă тыр-пул туса илнĕшĕн «Трактор» колхоза ЧАССР Совнаркомĕн куçса çÿрекен Хĕрлĕ ялавне парса чысланă.

Патшалăха тырă сутмалли плана срокчен пурнăçланă «Ударник» , «Трактор», «Красный Октябрь» колхозсене республикăн Хисеп Хăми çине кĕртнĕ.

Вăрçă çулĕсенче хастар ĕçлесе Çĕнтерÿшĕн пысăк тÿпе хывнисене пирĕн манмалла мар.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика