05 мая 2010 г.
Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче совет халăхĕ пысăк çĕнтерÿ тунă. Унта ман атте те хутшăннă, пирĕн пуласлăхшăн юн тăкнă. Малтанлăха эпир атте ăçта пуç хунине, ун вил тăпри хăш вырăнта пулнине пĕлмен. 10 çул каялла тĕрлĕ çĕре çырусем ярса унăн вăрçăри çул-йĕрне, ăна ăçта пытарнине пĕлме май килчĕ. 1942 çулхи пĕр хаяр çапăçура Иван Яковлевич Нюкин Калуга облаçĕнчи Сухиничи районĕнчи Сердейск поселокĕ çывăхĕнче пуç хунă. Унти т ăванла масара пытарнă. Обелиск çинче И.Я.Нюкин ячĕ те пур. Унта пулса куртăм. Поселокра пурăнакансем, пуçлăхсем мана тарават кĕтсе илчĕç. Çĕнтерÿ пулнăранпа 65 çул çитнĕ май аттен вил тăприне пăхса тăнăшăн чунтан тав тăвас килет.
И.Я.Нюкин вăрçăччен Комсомольски лесничествинче ĕçленĕ. 1941 çулхине, вăрçăн малтанхи кунĕсенчех, фронта тухса каять. Декабрь уйăхĕнчен пуçласа Рязань, Тула, Смоленск облаçĕсенчи ялсене, хуласене ирĕке кăларассишĕн пынă тытăçусене хутшăнать. Ăна 1942 çулта «Паттăрлăхшăн» медальпе наградăлаççĕ.
Вăрçăра кашни самант хăрушă пулнă. Аттесем тупăсене алăпа туртса пынă, пехотăран юлман.Тăшман вăйлă персе тăнă вăхăтра тупăсене илсе çитерсе фашистсем вут-çулăм тăкакан точкăсене пĕтерме май килнĕ, пехотăна çул уçса панă. Наводчик амансан, ун вырăнне хăй тăнă.
Сухиничи патĕнче пехота хăйĕн позицийĕнчен чакнă пулин те, И.Нюкинăн взвочĕ тăшманпа çапăçнă. Каç пулсан çеç урăх çĕре куçнă. Çак тăрăхра унăн куçĕсем ĕмĕрлĕхех хупăннă.
Эпĕ аттепе чăннипех те мухтанатăп. Хаяр çапăçусенче юн тăкнă, вăрçă хирĕнче выртса юлнă çĕршер çынна асран кăлармалла мар. Вĕсем пирĕн пуласлăхшăн кĕрешнĕ.