05 мая 2010 г.
Лидия Титовна Титова 1923 çулта Канаш районĕнчи Анаткас-Кипеч ялĕнче çуралнă.
Вăрçă вăхăтĕнче хĕр Тăвай районĕнче окоп чавнă çĕрте тăрăшнă. 1942 çулта ăна çара кайма повестка параççĕ. Çав кунах çар комиссариатĕнчен çыхăну ĕçне вĕренме яраççĕ.
Çарта Лидия Титовна тĕрлĕ çĕрте пулнă. Орлов, Калинин облаçĕсене, Украинăна, Румыние, Югославие те çитнĕ хастар хĕр.
Тăван яла çĕнтерÿпе таврăннă вăл. Районти перекет банкĕн уйрăмĕнче тăрăшнă.
Лидия Титовна ывăлĕпе хĕрне тивĕçлĕ воспитани панă. Людмила Шупашкарта шкулта ачасене математика предметне вĕрентнĕ. Тивĕçлĕ канура. Ывăлĕ Володя — инженер -электронщик. Ветеран ачисемпе, мăнукĕсемпе чунтан савăнать. Пушă лармасть. Пахчара ĕçлет, алса-нуски çыхать.
Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн 3-мĕш «а» класс ачисем нумаях пулмасть ватă патĕнче пулчĕç. Çурт йĕри-тавра пуçтарма пулăшрĕç вĕсем. Ветеран чунтан хĕпĕртерĕ. «Тавах сире, ачасем. Тăрăшса вĕренĕр, аслисене хисеплĕр. Эсир — çĕр-шыв пуласлăхĕ», — терĕ вăл куççуль витĕр. Пулăшушăн чунтан савăннине пытармарĕ ветеран. Ватăскере çÿреме çăмăлах мар паллах. Лидия Титовна вăрçă çулĕсене те аса илчĕ.