05 мая 2010 г.
Аслă Патриархăмăр Иван Яковлев çапла каласа хăварнă: «Эпĕ вĕçлеймен ĕçе эсир туса çитерĕр. Авалхи Халала вĕçне çитиччен куçарса чăваш халăхĕ патне Турă çырăвне пĕтĕмпех, туллин çитерĕр». Чăваш халăхĕн темиçе ĕмĕре тăсăлнă ĕмĕчĕ – Турă Çырăвне тăван чĕлхепе вуласси тинех пурнăçланчĕ.
Иртнĕ кунсенче районти тĕп библиотека чăвашла çырнă Библипе пуянланчĕ.
Библи чăвашла пичетленсе тухни — чăвашсемшĕн кăна мар, Раççейри ытти наци çыннисемшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм. Çак сăваплă кĕнекере Турă этеме ĕмĕрлĕхе панă пиллĕх çырăннă. Хĕн-хур тÿснĕ чухне лăплантаракан, пурнăçри пăтăрмахсене, этеме ĕмĕрĕпех шухăшлаттаракан ыйтусене тĕрĕс татса паракан, йĕркеллĕ çын пулма пулăшакан ырă кĕнеке вăл. Тĕн этеме тĕпрен улăштарать. Библие вуласа эпир кулленхи пурнăçа мĕнле йĕркелемеллине, ырă ĕçсем тумаллине, пĕр-пĕрне юратмаллине, хисеплемеллине вĕренетпĕр. Пурнăçра чи хакли тĕрлĕ майпа пуянлăх пухасси мар. Этем пурнăçĕнче чун-чĕре тасалăхĕпе илемĕ кирлĕ.
Библие сăваплă Çырăвăн авалхи тата çĕнĕ халал кĕнекисем кĕнĕ. Куçару ĕçĕ 19 çула яхăн пынă.
И.Я. Яковлев ушкăнĕ Авалхи Халалри 13 кĕнекене «чăвашлатнă». Каярахпа, 1992 çулта, куçару ушкăнĕ тепĕр хут ĕçлеме пикеннĕ.
Тăватă тăлмачăпа икĕ редактор – П.В.Афанасьев, Д.В.Гордеев, В.Г.Григорьев (Енĕш), Е.Н.Лисина тата П.К.Львовпа О.В.Таллерова 5 çул тăрăшнă. Раççей Библи Пĕрлĕхĕ (РБО) тăватă тăлмачăран пĕрне суйласа илсе малалли ĕçе Ева Лисинăна шанса панă.
Халĕ çак Библипе районти тĕп тата ялсенчи библиотекăсенче паллашма май пур.