05 мая 2010 г.
Ака уйăхĕн 17—24-мĕшĕсенче Раççейре «Ырăлăх эрни» иртрĕ. Çак эрнелĕхре Кĕçĕн Çĕрпÿел вăтам шкулĕнчи учительсемпе вĕренекенсем шкул, ял таврашĕсене тирпей-илем кĕртме тухрĕç, ырă ĕçе пуçăнчĕç. Пуçламăш классенче вĕренекенсем аслисем ертсе пынипе шкул картишне шăлса тасатрĕç, чечек клумбисене тирпейлерĕç. Аслăраххисем вара шкул стадионне, асфальт çул айккине çÿп-çапран тасатрĕç. Шкул ачисем Аслă Отечественнăй вăрçăра пуç хунă паттăрсене асăнса лартнă палăк умне те пуçтарчĕç.
Çавăн пекех Ырăлăх эрнинче ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕ пулса иртрĕ. Унта çак шкултан вĕренсе тухнă, çакăнтах нумай çул физкультура учителĕнче ĕçленĕ П.Н.Романов предприниматель те хутшăнчĕ. Вăл ачасене спорт инвентарĕ парнелерĕ, ăмăртусенче ăнăçу сунчĕ.
Ырă ĕçĕн чăннипех те хакĕ çук.