30 апреля 2010 г.
Пирĕн районти ялсенче паллă çынсем чылай çуралса ÿснĕ. Каçал тăрăхĕ вĕсене вăй-хал панă. Хăшĕ-пĕрисем пирки эпир пĕлместпĕр те. Ман сăмахăм Элпуç ялĕнче кун çути курнă Тарас Демин çинчен. Вăл çемьере чи кĕçĕнни пулнă. Ашшĕ-амăшĕ ывăл çуралнăшăн питĕ савăннă. Вăл вăхăтра ăна çĕр уйăрса парасса шаннă. Ашшĕ çине тăнипе вуннăри ачана Хирти Явăшри чиркÿпе прихут шкулне вĕренме яраççĕ. Ăна ăнăçлă вĕçлет вăл. Малалла вĕренме кăмăл пур, анчах та ашшĕпе амăшĕ чирлĕ. Вĕсене пулăшмалла пулнă.
Вуникĕ çулхи Тарас Хусана çул тытать. Пилĕк кун утать вăл. Унта Элпуç çыннине Орлов хушаматлăскере шыраса тупать. Тараса Никитин хуçа переплетчикра ĕçлеме мастерскоя илет. Шалăвне хуçа майри илсе тăнă та, каччă шутне кĕрсе пыраканскере типтерлĕ çипуç илсе панă. Т.Деминăн малалла вĕренес кăмăлĕ те пысăк пулнă. 1914 çулта пĕрремĕш тĕнче вăрçи пуçланнă. Никитинăн та мастерскойне хупма тивнĕ. Тарас яла таврăннă. Килĕнче ăна хурлăхлă хыпар кĕтсе илнĕ. Йывăр чирлесе выртнă хыççăн ашшĕ çĕре кĕнĕ иккен.
Революцие каччă хавхаланупа кĕтсе илет. Хутла пĕлекенскере, 1918 çулта (вăл вăхăтра вун çиччĕре çеç пулнă) ял çыннисем пухура чухăнсен комитечĕн секретарьне суйлаççĕ. Ун чухне Элпуç ялĕ Çĕнĕ Мăрат вулăсне кĕнĕ. Вăл вăхăтра хресченсемпе ăнлантару ĕçĕ нумай тумалла пулнă. Мĕншĕн тесен ял çыннисем пур ыйтăва та ăнланса пĕтереймен. Продразверстка пирки хăшĕ-пĕри илтмен те.
1919 çулхи сентябрĕн 14-мĕшĕнче вунсаккăрти каччăна Хĕрлĕ çара илеççĕ. Граждан вăрçинче çапăçма тивет. Вĕсен полкĕ Врангель çарне хирĕç тăрать.С.В.Ворошилов, С.М.Буденнăй çар пуçлăхĕсен сăмахĕсем хавхалантарса тăнă. Уншăн утлă çарăн командирĕ О.И.Городовиков тĕслĕх пулнă. «Вăл салтаксемпе уçă кăмăллăччĕ. Эпир ун пирки ырăпа çеç аса илнĕ. Ăна шаннă, юратнă»,— тет Тарас Дементьевич хăйĕн аса илĕвĕнче.
Крымшăн пыракан пĕр çапăçура Т.Демин хĕрлĕ армеец йывăр аманать. Симферопольте икĕ уйăх суранĕсене сипленĕ хыççăн ăна Мускав хулине милици шкулне вĕренме яраççĕ. Тарас Дементьевич аслă çул пуçăмăра В.И.Ленина та пытарма хутшăннă. Курсант хуралта та тăнă. Пĕлÿ илсе таврăннă хыççăн Тарас Демин республикăри хăрушсăрлăх органĕсенче 1925 çулччен ĕçлет. Пĕр вăхăтра Мускав милицийĕн 17-мĕш уйрăмĕнче тăрăшать. Административлă уполномоченнăй ĕçĕсене туса пырать. Çав вăхăтрах ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнă ачасемпе ĕçлекен председателĕн ĕçĕсене те пурнăçлать.
Малалла пурнăç çулĕ Тарас Дементьевича Шупашкар хулине илсе çитерет. Тĕп хуламăрта пĕр вăхăт тăрăшнă хыççăн ăна Аслă Каçал вулăсне ĕçлеме яраççĕ. Кунта унăн Калюков бандипе кĕрешме тивет. Çывăх паллакан милиционерсем Б.А.Александров, П.С.Орлов Урмаелĕнче пуçĕсене хураççĕ. Куншăн вăл питĕ хурланать.
1927 çулта пĕр тĕттĕм каç Т.Демин Тукай Мишер ялĕнчи комсомол ячейкин секретарĕпе бандит çĕр каçма кĕнĕ çурта çитеççĕ. Унта Калюковăн çывăх çыннине арестлеççĕ. Тукай ялĕнче вăрманалла таракан бандит Т.Демин пистолетпа пенĕ хыççăн ураран ÿкет.
Ун пек тĕслĕх татах та нумай пулнă. Пултарулăхпа палăрнăшăн Тарас Дементьевича малтан Улатăр районĕн милици уйрăмĕн начальникĕ пулма çирĕплетеççĕ. Каярахпа вăл Канаш, Вăрмар, Пăрачкав районĕсенче шалти ĕçсен пайĕн начальникĕнче ĕçлет.
Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине те малтанхи кунсенчех тухса каять. Çĕнтерĕве кĕтсе илет. Тĕрлĕ фронтсенче çапăçнă вăл. Вăрçă хирĕнче çывăх юлташĕсене çухатнă. Паттăрлăхĕшĕн ăна «Хĕрлĕ Çăлтăр» орденпа, медальсемпе наградăланă. Милицире нумай çул тÿрĕ кăмăллă ĕçленĕшĕн, хастарлăхпа палăрнăшăн Тарас Демин 1949 çулта Хĕрлĕ Ялав орденне тивĕçнĕ.
Ĕмĕрĕпех вăл çĕр çинче мирлĕ пурнăç пултăр тесе тăрăшнă. Ун пек çынсем чăннипех те чыс-хисепе тивĕç. Вĕсене манас марччĕ.