30 апреля 2010 г.
Яллă вырăнта пурăннă май çак ыйту тахçанах чуна канăç памасть. Тен, ман пек шухăшлакан татах та пур. Çук, эпĕ хурласа калаçасшăн мар, малашнехи ĕçри кун-çула уçăмлатасшăн çеç.
Кашни ялтах клубсем ĕçлеççĕ. Вĕсем епле «сывлани» никамшăн та вăрттăнлăх мар. Нумайăшĕ кивелсе çитнĕ, вĕсене хутса ăшăтаймаççĕ, алăкĕсене те аран-аран уçса хупма пулать. Вĕсем хăçан сăрă курнине те ас тумаççĕ пулĕ. Уявсем ирттерме тивĕçлĕ шайри аппаратура та çук. Çакă чуна ыраттарать те. Пĕр мана çеç мар, ялсенче пурăнакансене те. Ĕç укçи паракан хут тăрăх, кашни ялăн культура «вучахĕ» куллен-кун ĕç вăхăчĕпе ĕçлесе пырать. Чăннипе вара алăксем çинче «хуралçăсем», мăн çăрасем çакăнса тăраççĕ. Канмалли кунсенче яш-кĕрĕм пуçтарăнсан ташă каçĕсем иртеççĕ-ха, çапах та ку культработниксен тивĕçлĕ ĕçне кăтартни тееймĕн. Пирĕн тăрăхра пурăнакан чăвашсен, тутарсен, вырăссен халăх йăли-йĕркипе çыхăннă уявсем, патшалăх историйĕ тата ытти чаплă кунсем пур. Тĕрĕссипе вара Çĕнĕ çул, арçынсемпе хĕрарăмсен уявĕсем, хĕле ăсатнине паллă тунипе кăна çырлахатпăр.
Ача чухне клубра илемлĕ фильмсем кăтартатчĕç. Ас тăватăп-ха, ларма вырăнсем юлманнипе пукансем илсе килсе паратчĕç. Çамрăксем кăна мар, çемьеллисем те ĕç пĕтерсен клуба çавăтăнсах утатчĕç. Вĕсем çумĕнче театр, фольклор кружокĕсем ывăнмасăр ĕçленĕ. Ялсем тăрăх ăмăртмалла тенĕ пек концертсемпе спектакльсем лартса çÿретчĕç, халăха савăнтаратчĕç. Темшĕн халĕ вĕсем сыхланса юлаймарĕç.
Нумаях пулмасть кÿршĕ ялти клуба çитсе килтĕм. Шалта ют халăхăн кĕвви илтĕнет, яшсемпе хĕрсем тĕттĕм кĕтесре кĕпĕрленнĕ те тем сÿтсе яваççĕ. Пушă вăхăта усăллă ирттереççĕ-ши? Эпĕ клуб ĕçченĕсене паянхи каçа епле йĕркелесси пирки ыйтрăм. «Мĕншĕн маларах пĕлтермерĕр килесси пирки?»— терĕ вăл. Пытармасăрах калатăп: ку хурав тĕлĕнтерчĕ те , шухăша та ячĕ. Апла пулсан, кам та пулин айккинчен килсен çеç «хускалатпăр»...
Чăн та, районти культурăпа кану центрĕнче кунсерен тĕрлĕ мероприятисем ирттереççĕ. Пире, инçетри ялсенче пурăнакансене, килсе çÿреме питĕ кансĕр. Хамăр патрах кану каçĕсем йĕркелесен аван пулмалла та...
Юрра-ташша кăмăллакансем кашни ялтах пур. Драма кружокне çÿрес текенсем те чылайăн. Акă, пĕлĕшсемпе тĕл пултăм. Вĕсем тахçантанпах спектакльте выляс ĕмĕтпе пурăнаççĕ, анчах пĕр тĕвве çыхакан çук. Кунĕн-çĕрĕн сенкер экран умĕнче ларса ывăннă халăх. Вырăссем калани аса килчĕ: «Все новое — это хорошо забытое старое». Чăнах та, ĕлĕкхине аса илсе ĕçлесен малашнехи утăмсем татах та çирĕпрех пулĕç. Культура çурчĕн алăкĕсене ĕç укçине илессишĕн çеç уçса хупас марччĕ. Хамăр халăхăн канăвĕшĕн те тăрăшасчĕ. Хальхи вăхăтра Н.В.Федоров Президент хушăвĕпе ялти культура вучахĕсене çĕнĕрен чĕртсе тăратас енĕпе ĕçлеме пуçларĕç, моделлĕ культура çурчĕсем, клубсем тума пикенчĕç. Çак ырă пулăм кашни ялти культура çуртне çывăх вăхăтсенчех çиттĕрччĕ.