АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çар тивĕçне чыслăн пурнăçлать

30 апреля 2010 г.

Пирĕн районтан çар службине кайнă çамрăксем тĕрлĕ çĕрте службăра пулсан та хăйсене лайх енчен кăтартаççĕ. Çакна ашшĕ-амăшĕ патне янă Тав çырăвĕсем те çирĕплетеççĕ. Ун пекки нумаях пулмасть Александровка ял поселенийĕнче пурăнакан Кунинсем патне те çитнĕ. 39255 çар чаçĕн командованийĕ Николайăн амăшĕ Валентина Васильевна Кунина ячĕпе Тав çырăвĕ янă. Ун айне вăл службăра тăракан çар чаçĕн командирĕ О.Киседобрев полковник алă пуснă.

«Сирĕн ывăлăр çар тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Эсир панă халала тытса пырать. Пирĕн чаçре ун пирки ырласа кăна тăраççĕ. Çар специальноçне илсе çар вĕрентĕвĕнче ун умне лартнă тĕллевсене çирĕп пурнăçласа пырать. Раççей хĕç-пăшаллă çарĕсем валли ывăлăра кирлĕ пек хатĕрленĕшĕн тав тăватпăр»—тенĕ унта. Çак сăмахсем çумне нимĕнех те хушаймăн. Çапах та Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 65 çул çитнĕ вăхăтра пултаруллă салтаксем пулни савăнтарать, хăпартлантарать.

Апла пулсан эпир шанчăклăн пурăнма пултаратпăр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика