АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Операци пырать

30 апреля 2010 г.

Вут-çулăм хăрушă. Унран асăрхаттарас тесе çынсемпе тĕрлĕ калаçусем ирттеретпĕр. Çав-çавах пушарсем пулаççĕ. Чылай чухне «хĕрлĕ автан» хамăрăн тимсĕрлĕхе пула алхасать. Электроприборсен юсавсăрлăхĕ, кăмакасем кирлĕ шайра пулманни тата ытти сăлтавпа çулталăк пуçланнăранпа 6 пушар пулчĕ. Унта 225 пин тенкĕлĕх пурлăх çунса кĕлленнĕ.

Раççейри чрезвычайлă лару-тăру министерствин приказĕпе çĕр-шывĕпех «Жилище — 2010» операци ирттереççĕ. Вăл февраль уйăхĕнче пуçланнă, май уйăхĕчченех пырать.

Пушар хуралĕн ĕçченĕсем, инструкторĕсем, ял поселенийĕсенчи активистсем çав вăхăтра пурăнмалли уйрăм çуртсенче пулса тĕрĕслевсем ирттереççĕ. Сăмахран, мунчари кăмакана тĕрĕс туманнипе çеç пĕлтĕр 7 пушар пулнă. Çакă сисчĕвлентерет. Электропроводсем кивелсе çитнĕ, çĕнĕрен карнисем правилăсене пăхăнса тăмаççĕ пулсан та вут-çулăм хыпса илме пултарать.

Операци вăхăтĕнче уйрăмах эрех-сăрапа иртĕхекенсен, пĕччен пурăнакан ватăсен, нумай ачаллă ăнăçсăр çемьесен çурчĕсене пăхса тухма тăрăшатпăр.

Акă, нумаях пулмасть И.Кабалин микрорайонĕнчи нумай хваттерлĕ 5-мĕш çуртра пурăнакансем электрощит çине заводра лартакан предохранитель вырăнне хăйсем тунă япала (жучок) лартнă тĕслĕхе тупса палăртнă. Çакă пушар кăларма пултарнине ăнланмаççĕ-шим?

Комсомольскинчи 31-мĕш пушар чаçĕн ĕçченĕсем сире инкек-синкекрен сыхлаççĕ. Эсир те пирĕнпе тачă çыхăну тытăр. Йĕркесĕрлĕхе, пушар хăрушлăхне асăрхасан «01», «112» телефонсемпе шăнкăравлăр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика