30 апреля 2010 г.
Чăвашсен чаплă поэчĕ Константин Васильевич Иванов çуралнăранпа кăçалхи майăн 15-мĕшĕнче 120 çул çитет. Эпир ăна «Нарспи» поэма тăрăх ытларах пĕлетпĕр. Чăннипех те пысăк пĕлтерĕшлĕ произведени вăл. Ăна çĕр-шыври нумай-нумай чĕлхепе куçарса пичетленĕ. Спектакльсем, оперăсем лартнă. Унсăр пуçне аслă классик тата та сăвăсем, поэмăсем калăпланине пĕлменнисем те пур-тăр. К.В.Иванов çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа кăларнă «Çырнисен пуххи» «Сочинения» кĕнекене тепĕр хут пăхса ларатăп. Вулакансем валли унта çапăннă произведенисен ячĕсене асăнса хăварас килет. Унчченхи вăхăтра вĕсем уйрăм кĕнекесенче те пичетленнĕччĕ. К.Иванов «Тимĕр тылă», «Тăлăх арăм», «Хальхи самана» поэмăсем, «Шуйттан чури» ятлă виçĕ пайлă трагеди çырнă. Сăвăсем те чылай хайланă. Вырăс поэчĕсен М.Ю.Лермонтовăн, А.В. Кольцовăн, Н.А.Некрасовăн, Н.П.Огаревăн, А.Н.Майковăн, К.Д.Бальмонтăн, Л.Н.Толстойăн, К.Д.Ушинскин тата ытти авторсен сăввисене куçарнă. Пĕр сăмахпа каласан, чăваш литературишĕн хăйĕн кĕске ĕмĕрĕнче пысăк ĕç туса хăварнă.
Константин Васильевич Иванов Ĕпхÿ кĕпĕрнинчи Пелепей уесне кĕрекен Слакпуç ялĕнче (халĕ Пушкăртстан Республикинчи Пелепей районĕ) çуралса ÿснĕ. Пăртта йăхĕ тенĕ вĕсене. Кĕçтенккин ашшĕ таврари чи пуян çынсенчен пĕри пулнă. Тăванĕсем — пурте тенĕ пекех вĕреннĕ çынсем. К.Ивановăн ашшĕ те ачисене пĕлÿ пама тăрăшнă.
Кĕçтенкки ялти пуçламăш шкулта вĕренет, кайран Пелепейри училищĕне каять. Анчах та ăна пĕтереймест. Ашшĕ хушнипе пăрахма тивет.
1904 çулта вара Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕренме пуçлать. Кунта вăл хăйĕн интересĕсене тупать. Чăваш халăх сăмахлăхĕ, вырăс тата ют çĕр-шывсен паллă çыравçисен хайлавĕсем ăна поэзи тĕнчине кĕртсе яраççĕ.
16 çулхи çамрăк каникул кунĕсенче тăван яла таврăнсан çемьере мĕн каласа панине, ял-йыш сăмахлăхне çырса илет, йăла-йĕрке хăйне евĕрлĕхне те тимлет.
И.Я.Яковлев сĕннипе «Псалтыре» тата ытти тĕн литературине чăвашла куçарни унăн ăс-тăнĕ çине пысăк витĕм кÿрет.
Константин Васильевичăн таланчĕ тĕрлĕ енлĕ пулнă. Живописьпе те интересленнĕ сăвăç. Ÿкерчĕксем тунă. Художество академине вĕренме кĕме ĕмĕтленнĕ. Унăн фотографи ĕçĕсем те пысăк пахалăхпа палăрса тăраççĕ. Йывăçран касса тĕрлĕ япаласем тăвасси те уншăн ют пулман.
Пурнăç çулĕ çинче чылай чăрмав сиксе тухнă. Революцилле шухăш-кăмăл тытнипе ăна пĕрремĕш класра вĕренекен ытти ачасемпе пĕрле шкултан кăларса яраççĕ.
Каярах И.Я.Яковлев ăна куçаруçă ĕçне явăçтарать. 1907—1908 çулсенче каччă хăйне евĕрлĕ чылай произведени хайлать.
1909 çулта Чĕмпĕрти гимназире хăвăртлатнă мелпе халăх учителĕ пулма экзамен тытать, Иван Яковлевич ăна ĕç тупса парать.
Учительсен шкулĕнче тăрăшнă вăхăтрах творчество ĕçне те пăрахмасть. Ÿкерчĕксем тăвать, произведенисем çырать, куçарать, чăваш шкулĕсенче вĕрентмелли литература хатĕрлет. Пĕр сăмахпа каласан, пĕрре те пушă лармасть.
Шел, унăн пурнăçĕ çамрăклах татăлать. 1915 çулхи мартăн 13-мĕшĕнче 25 çул тултарса тăван ялта çĕре кĕрет.
Шутлатăн та, пурăннă пулсан талантлă çын тата мĕн чухлĕ ырă ĕç тăвĕччĕ. Çапах та чăваш халăхĕ унăн ятне, хайлавĕсене, ĕçĕсене манмасть.