АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тавралăха ан варалăр

30 апреля 2010 г.

Тавралăха кам варалать? Паллах, çав вырăнта пурăнакансемех. Хамăрах пуçлатпăр çак киревсĕр ĕçе. Шыв ĕçетпĕр-и, конфет çиетпĕр-и, çÿп-çапа айккине вăркăнтарса хăваратпăр, именместпĕр те. Ятарласа лартнă çÿп-çап контейнерĕсене пăрахма йывăр-ши?

Чăваш Элпуç ялĕнче тасалăх кунĕсем йĕркелесси йăлана кĕрсе пырать. Ку пархатарлă ĕç. Çынсем хăйсем пурăнакан вырăнсене шăлса тасатрĕç, йывăçсен тураттисене касрĕç. Шкул ачисем аслă çул айккинчи çÿп-çапа пуçтарчĕç, футбол площадкине юсаса çĕнетрĕç. Тăрăшса ĕçлени чăнах та сая каймарĕ. Халĕ симĕс курăк шăтса тухрĕ, иртсе çÿреме те кăмăллă. Аринăпа Виолетта, Сашăпа, Максим Долговсем, Игорьпа Лев Смирновсем, Артем Розов тасалăх кунĕнче уйрăмах хастар пулчĕç. Пурнăçламалли ĕçсем татах та пур-ха. Çитес вăхăтрах йывăç-тĕм лартма тухасшăн. Тавралăха илем кĕртесси – кашнин пысăк тивĕçĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика