АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ветеран патĕнче - хăнара

30 апреля 2010 г.

Çĕнтерÿ кунĕ çăмăллăн килмен. Уншăн пирĕн асаттесем, кукаçисем, тетесем пурнăçне шеллемесĕр тăшмана хирĕç кар тăнă. Вăрçă хирĕнче пуçне хунă ентешсем мĕн чухлĕн тата... Тăван киле таврăннисем те сахалăн юлчĕç пирĕн хушăра. Вĕсен аса илĕвĕсене итлесе ларсан чун хурланать, хăрушă пулса каять. Çапăçури самантсене аса илсен куççуленмесĕр чăтаймаççĕ ветерансем.

Вĕсене куллен пулăшса пырасси те пирĕн тивĕç. Акă, Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулти 1–мĕш «а» класс вĕренекенĕсем Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕ Хайртдин Ямалетдинович Ямалетдинов патĕнче пулчĕç. Ватă çынран ыйтса пĕлмелли чăннипех те чылай. Ветеран 1943 çулта Брянск хули çывăхĕнчи çапăçура сылтăм урине амантă.

Эпир вăрçă пирки аслисен калаçăвĕнчен çеç пĕлетпĕр. Çĕнтерĕве çывхартма çăмăл пулманни кашнин асĕнчех упрантăр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика