АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мĕнле вăрлăх акатпăр?

30 апреля 2010 г.

Çак таблицăран уççăнах курăнать: районти хуçалăхсенчен нумайăшĕ кăçалхи çур акине пысăк яваплăхпа ирттерес шухăшпа пурăнать. Хĕл каçиччен вĕсем тырăсен вăрлăхĕн пахалăхне лайăхлатас тĕлĕшпе тăрăшрĕç. Çакă, паллах, халь-лĕхе пĕтĕм вăрлăхăн 88 процентне акма юрăхлă кондицие çитерме пулăшрĕ.

Çур аки вăй илсе пырать пулин те, паян районти хуçалăхсенче 3369 центнер вăрлăх кондицие тивĕçтереймест. Акă, «Искра» колхозра 345 центнер урпапа сĕлĕ вăрлăхне сăвăс ернĕ, унсăр пуçне 120 центнерне алласа тасатма вăхăт тупайман. Пĕтĕмпе вара сăвăслă вăрлăх районта 1436 центнер. «Дубовка» ООО-ра пĕтĕм вăрлăха (861 центнер) сăвăс ернĕ.

«Изамбаево» кооператив кăçлахи çур аки валли 637 центнер вăрлăх хывса хăварнă. Кĕркунне тĕрĕслеттерсен вĕсем начаррисен шутĕнчен тухайманни палăрчĕ. Çавăнтанпа çак хуçалăх районти вăрлăх инспекцийĕ тĕлне манчĕ. «Золотой колос» ООО-ра 600 центнер урпа вăрлăхне таса маррипе пĕтĕмпех выльăх çитерме кăна усă курмалла. Ăна хире тухса сапаланипе тулли пÿлмеллĕ пулаймăн.

Районти хăш-пĕр хуçалăхсем вăрлăха çĕнетсе улăштарас тĕлĕшпе те ĕçлерĕç. Пурĕ 893 центнер çĕнĕ вăрлăх кÿрсе килнĕ. Вăл шутран 730 центнерĕ элита тата супер-элитăллисен шутне кĕрет. Сорчĕсене те асăнса хăварар: сĕлĕ «адамо», тулă «эстер», «свеча», урпа «владимир», «эльф», пăрçа «дударь».

Сивĕ çанталăкра кĕр тыррисем çуррине яхăн шăнса пĕтрĕ. Çавăнпа та шăннă лаптăксене акма вăрлăх ытларах кирли куç кĕрет.

Çур акине пысăк пахалăхпа ирттернипе кăна мар, ÿсен-тăрансене çу каçипех пăхса тăмалла-çке. Унсăрăн вĕсем тухăç памĕç. Кунта вара тырра, çĕр улмине, пахча çимĕçе «Планриз» текен биопрепаратпа хÿтĕлеме май пур. Унпа вăрлăха акиччен имçамлама та, ÿсен-тăрана сапма та пулать. Акă çынсенчен час-часах купăста çĕрни, пуçĕ пушă пулни, сухан çĕрни (малтан аври шуралса кайни) çинчен илтетĕн. Çак препарат сире пысăк пулăшу парĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика