30 апреля 2010 г.
Хирсенче уй-хир ĕçĕсем малалла пыраççĕ. Пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем те, уйрăм çынсем те ака-суха ĕçĕсене пуçланă. Ял хуçалăх предприятийĕсенче нумай çул ÿсекен курăксене сÿрелесе пĕтернĕпе пĕрех. Ку енĕпе кĕр тыррисен уйĕсенче те ĕç вĕçленсе пырать. Шел, вĕсен чылай пайĕ кĕркунне çĕр типĕлле шăнса ларнипе çуркуннене ăнăçлă тухайман. Пĕтнĕ лаптăксене пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсем акаççĕ. Вăрлăх çителĕклĕ.
Çурхи ака-суха ĕçĕсен хăвăртлăхĕпе пирĕн район республикăри ытти районсем хушшинче малти вырăнта пырать. Кунта хуçалăхсенчи пултаруллă ертÿçĕсен, специалистсен, механизаторсен тÿпи пысăк.
Паян пурнăçланă ĕçсем пирки тĕп-тĕрĕс цифрăсем калама çук. Уяр та лайăх çанталăкпа усă кураççĕ, яра куна çеç мар, çĕрле те ĕçлеççĕ.
Апрелĕн 29-мĕшĕ тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсене 6 пин гектар ытла лаптăкра акнă. Пĕтĕмпе çак ĕçе 9077 гектар çинче пурнăçламалла. Ĕç вăйĕ, техника, вăрлăх пур.
«Дружба» ЯХПК-ра, «Слава картофелю» агрофирмăра çĕр улми лартаççĕ. Уйрăм хуçалăхсенче пĕр çул тата нумай çул ÿсекен курăксем тата ытти культурăсем акаççĕ.