30 апреля 2010 г.
Районти А.Н.Бахтеров — чи çамрăк председательсенчен пĕри. Апла пулсан та ял хуçалăх ĕçĕ уншăн çĕнĕ мар. «Ертÿçĕре февраль уйăхĕнче ĕçлеме пикентĕм. Халăх шаннине тÿрре кăларас тесе малтанлăха манăн талăкра 25-шер сехет ĕçлеме лекет»,– шÿтлерĕ Александр Николаевич.
Асанкассисем çур акине ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче тухнă. Александр Прокопьев, Юрий Андреев тата Роман Сушков механизаторсем тракторсене аван юсаса хатĕрленĕ, уй-хирсенче ĕçе пикеннĕ.
Путвалсенчи çĕр улмине те суйласа яровизацилеме кăларнă. Унта, паллах, яланхи пекех хĕрарăмсем маттур.
83 гектар çĕр çинче нумай çул ÿсекен курăксене сÿрелес ĕç вĕçленсе пырать. Çак лаптăк çинче дисклă сÿрепе те ĕçлеççĕ. Вăр- лăхсене имçамласси те хĕрÿ пырать. Ăна асанкассисен, маларах палăртнă тăрăх, 175 тонна имçамламалла.
«Асаново» ял хуçалăх кооперативĕн ĕçченĕсем кăçал çĕр улмине 30 гектар лартма, нумай çул ÿсекен курăксене 100 гектар акма палăртнă. Çитес кунсенче хăмла тымарĕсене касма тухма та хатĕрленеççĕ вĕсем.
— Çур акинче уй-хирте, мастерскойра тăрăшакансене техĕмлĕ апатпа тивĕçтерес тесе те тăрăшатпăр,— терĕ çамрăк ертÿçĕ. — Акă, кăçал столовăйне вĕри шыв кĕртни те поварсене нумай çăмăллăх кÿрет. Çĕр ĕçченĕсене кунне икĕ хутчен Н.Максимовăпа В.Белова вĕри апатпа тивĕçтереççĕ. Кунта кунсерен 50-шар çын апатланать. Сăмахран, Надежда Максимова 22 çул ытла çак ĕçре тăрăшать.
«Çĕнĕ шăпăр çĕнĕлле шăлать», теççĕ халăхра. Александр Николаевич та хăйĕн пулăшуçисене çĕнĕ çынсене лартнă. Тĕслĕхрен, ферма заведующийĕн ĕçĕсене тăваканĕ – Вячеслав Витальевич Яндров, тĕп агрономĕ вара — Владимир Михайлович Горбунов.
Эпир яла пырса кĕрсен Асанкасси ял поселенийĕн пуçлăхĕ Н.Н.Карпов та кабинетра йĕм çĕтсе лармастчĕ. Çак кун вăл ялти çамрăксемпе пĕрле çул сарнă çĕртеччĕ. Ертÿçĕ çанă тавăрса ĕçлени, паллах, ял çыннине хавхалантарать. «Уйăрса никама та мухтамастăп. Çул сарас ĕçре пурте тăрăшаççĕ. Харпăрлăхра техника тытакан çынсем те нумай пулăшаççĕ»,— терĕ Николай Николаевич.
«Пĕччен суран — типсе пырать, халăх сурать — кÿлĕ пулать» текен каларăша асанкассисем лайăх пĕлеççĕ. Кашни кунпа туллин усă кураççĕ вĕсем.