АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывă ача çемье -телейĕ

28 апреля 2010 г.

Тепĕр чухне амăшĕн хырăмĕнчех пулас ачан хăш-пĕр органĕсем тĕрĕс мар ÿссе аталанаççĕ. Пĕтĕм тĕнчери сывлăха сыхлакан организаци пĕлтернĕ тăрăх, ачасен 6 проценчĕ чирлĕ çуралать. Çакăн сăлтавĕсем тĕрлĕрен: хĕрарăмăн сывлăхне йĕри-таврари сиенлĕ факторсем хавшатни, радиаци, таса мар сывлăш, шăв-шав, апат-çимĕç пахалăхĕ чакни, эмелсене хăй тĕллĕн ĕçни, инфекци чирĕпе чирлени, пулас ача амăшĕ 35—45 çулсенче пулсан. Йăхра чирлĕ ача çуралнă- тăк, тепринче те çак хăрушлăх кĕтме пултарать.

Пирĕн çĕршывра чирлĕ ачасем ан çуралччăр, вĕсем чирлине маларах тупса палăртас тесе ятарлă программа хатĕрленĕ. Унпа килĕшÿллĕн, хĕрарăм сывлăхне сиенлекен факторсене чакармалла тата пулас ача амăшĕн сывлăхне тăтăшах тĕрĕслесе тăмалла.

Çие юлсан виçĕ уйăха çитиччен çак сĕнÿсене пурнăçламалла.

Пулас ачан шалти органĕсем тĕрĕс мар аталаннине палăртма çие юлнă хĕрарăмсене пурне те виçĕ хутчен ультрасасăллă аппаратпа тĕрĕслеççĕ — 12 эрнере, 22 тата 32 эрнере. Мĕншĕн тесен ачан шалти органĕсем тĕрĕс мар аталанни тĕрлĕ вăхăтра палăрать.

Çие юлнă хĕрарăмсем 16—20 эрнере юн анализне парсан пулас ачан чирне пĕлме пулать. Пиллĕкмĕш кунĕнче çуралнă пепкен ура тупанĕнчен юн анализĕ илеççĕ. Çакă ачан шалти органĕсем йĕркеллĕ ĕçлеменнине тата генетика чирĕсене тÿрех палăртать.

Енчен те эcир ача çуратма шутларăр пулсан, малтан врач-гинеколог патне килсе сывлăха тĕрĕслеттермелле, ятарлă анализсем памалла. Вĕсем тăрăх тухтăр сиплев курсне çирĕплетет.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика